Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллеве (тĕпĕ: тӗллев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫӑлтӑрсем малтан тӗллеве палӑрта сӗнеҫҫӗ: чылай чухне сирӗншӗн тӗллев патне талпӑнни кӑтартуран лайӑхрах.

Только планеты рекомендуют вам определить цель: зачастую процесс достижения результатов для вас гораздо важнее, чем полученный результат.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн ӗҫӗнче хӑйне евӗрлӗх те пур: малтан ачасене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ пайӑр тӗллеве палӑртаҫҫӗ, унтан ҫав тӗллеве пурнӑҫлама укҫа пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

— Мӗнле пулса тухать-ха капла, — пӳлчӗ ӑна Ирина, — хамӑр лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлатпӑр, ҫурта вара палӑртнӑ вӑхӑтра хута яраймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫӗ тӗллеве пурнӑҫласан иксӗр те ҫӗр ҫине пурӑнма тухма пултаратӑр!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӑйӗн тӗллевне, вӗҫес тӗллеве пурнӑҫа кӗртесшӗн вӑл пурне те — чинсене, авторитетсене, логикӑна, устава — йӑлт, тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкма хатӗр пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак ӗҫе йӗркелеме нумай вӑй хумалла пулсан та вӑл лартнӑ тӗллеве пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Пурне те спорт хастарлӑхне, лартнӑ тӗллеве ҫӗнсе илме, ӳт-пӳ туйӑмне лайӑхлатма тата спорт ӑсталӑхне ӳстерме сунатпӑр!

Желаем всем спортивной бодрости, целеустремленности, отличного физического самочувствия и повышения спортивного мастерства!

Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... he-3420050

Мастер строительсем лартнӑ тӗллеве вӑхӑтра пурнӑҫлассине шантарать.

Куҫарса пулӑш

Янӑшма ялӗнче ҫӗнӗ объект пулӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-ch-k-yal-n-pys ... ul-3413123

Кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама ӗлкӗрмелли вырма ӗҫӗсене шайлашуллӑ йӗркелесе пырас тӗллеве асра тытса кунта ҫурхи культурӑсенчен маларах пулса ҫитекен кӗр тыррисене май пур таран ытларах лаптӑкра туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%85e%d1% ... b0%d0%b2e/

Тӗллеве ҫивӗч ӑс-тӑна, шалти туйӑма пула ҫӗнсе илме пултаратӑр.

Свою цель вы можете достичь только благодаря острому уму и развитой интуиции.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Олег Николаев шучӗпе, ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесен строительство организацийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлемелле — асӑннӑ ушкӑнсене кирлӗ хваттерсем тӑвассине йӗркелемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Спорт инфратытӑмне аталантарни – ҫӗршыв Президенчӗ регионсем умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама май парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ҫакӑн пек тӗллеве эпир лартнӑ», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Ҫавӑнпа та пӑшӑрханма кирлӗ мар, хамӑра лартнӑ тӗллеве эпир пурнӑҫлатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Вӑл помещиксен влаҫне каялла тавӑрас, царизма каялла тавӑрас, вырӑссен, украинецсен, белоруссен, литовецсен, латышсен, эстонецсен, узбексен, тутарсен, молдавансен, грузинсен, армянсен, азербайджанецсен тата Совет Союзӗнчи ытти ирӗклӗ халӑхсен нацилле культурипе нацилле государственноҫне пӗтерсе хурас тӗллеве лартать, вӗсене нимӗҫлетес, вӗсене нимӗҫ князӗсемпе баронӗсен чурисем туса хурас тӗллеве лартать.

Он ставит своей целью восстановление власти помещиков, восстановление царизма, разрушение национальной культуры и национальной государственности русских, украинцев, белорусов, литовцев, латышей, эстонцев, узбеков, татар, молдаван, грузин, армян, азербайджанцев и других свободных народов Советского Союза, их онемечение, их превращение в рабов немецких князей и баронов.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Вӑл эпир тар юхтарса ӗҫленӗ ҫӗрсене туртса илес, хамӑр вӑйпа ӗҫлесе тунӑ тырпула тата нефте туртса илес тӗллеве лартать.

Он ставит своей целью захват наших земель, политых нашим потом, захват нашего хлеба и нашей нефти, добытых нашим трудом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫак тӗллеве пурнӑҫлама вӑй ҫитерееҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Ҫав ӗмӗте, тӗллеве шанса ӗҫлемелле, кӗрешмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫак тата ытти тӗллеве туллин пурнӑҫлас тесен ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, ҫынсен нушисемпе ыйтӑвӗсем ҫине тата та тимлӗрех пӑхмалла, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла.

Для претворения в жизнь этих и других задач важно не останавливаться на достигнутом, быть внимательными к нуждам и запросам людей, любую работу выполнять на совесть.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех