Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чӑнах тӗлӗнтермӗш! — тенӗччӗ вӑл ун чухне, ҫамрӑкскер, сывлӑшран тӑраканскер, юратупа чечеке ларнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ — ял тата парти влаҫӗ — пӗр алӑра икӗ должность тытса тӑраканскер, мухмӑра пула чи япӑх кӑмӑлпа ял ӗҫтӑвкомне васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, ҫак ҫамрӑк ҫын, ӑна темшӗн чавсаран тытса тӑраканскер, таҫта шӑнкӑравланӑ, такампа ҫыхӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Илемлӗ те чуна ыраттарса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур, такам пуҫран ҫапнӑ пекех анраса тӑраканскер, сасартӑк тӑна кӗчӗ, хыттӑн чупса грузовик «ҫуначӗ» ҫине улӑхса тӑчӗ, кабинӑна уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле вӑрттӑнлӑх пур кунта, — терӗ Тихон Иванович, халӗ те тӗпелте тӑсӑлса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирек хӑш техникӑна та витӗр пӗлсе, курса тӑраканскер вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Ҫавӑн пек ҫын вӑл Галина Абрамова — чӑваш чӗлхишӗн ҫунса, тӗпӗртетсе тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Вӑл, чӗркуҫҫи таран шывра тӑраканскер, кӗреҫипе торф ӑсса илет те — тачка ҫине ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗве кӗнӗ хӗр, чун хусканӑвне пӗр туйса-сиссе тӑраканскер, хӑйӗн ниҫта шӑнӑҫайми ҫамрӑклӑхӗ чун тусӗ ыйтнӑ вӑхӑта — пурнӑҫӑн чи хаклӑ тапхӑрне туссӑр-савнисӗр ирттернӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ак ҫак тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, станок умӗнче тӑраканскер, ҫаврӑнса пӑхӗ те — Елюк пулса кайӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аллине трубка тытнӑ Петр Васильевич, алӑк еннелле ҫурӑмпа тӑраканскер, пӳрте ҫын кӗнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах эпӗ, малтанхи хурав ҫавӑн пек пулассине кӗтсех тӑраканскер, шикленсех ӳкмерӗм-ха, ӑна татах хама итлесе пӑхма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл, пӗшкӗнсе тӑраканскер, тӳрленчӗ те, ман патах пырса, тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫерем ҫинче тӑраканскер, хӑйне епле паттӑррӑн тыткалать вӑл!

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав юрра аса илнӗ май эпӗ, клуб умӗнче тӑраканскер, тӳпери Хуркайӑк ҫулне салтак ҫулӗпе танлаштартӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпир ҫӗмӗртлӗхре Тарзана евӗрлесе ярӑнас тенӗччӗ те, — «пасарнӑ» куҫӑмпа аттене сӗртӗнкелесе, ҫав-ҫавах шик авӑрӗнчен тухаймасӑр, анчах ҫав туйӑмах ирӗксӗрлесе хистенипе тинех чӗлхе тӗввине салтса ятӑм эпӗ, тӗрӗнсе тӑраканскер, тӗрӗслӗхе нимӗнле кӗрӗк айне те пытарма ҫуккине кура.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Мӗн пулнӑ? — сапаланчӑк куҫӗпе хирӗнчӗклӗн тӗллерӗ пациента фельдшер, лешне тӳртӗн тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах «телейӗ» вырӑнта тӑп тӑраканскер пулмарӗ иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех