Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлме, Канаш хулин масарӗ ҫинче — 11 тӑванла вил тӑпри, унта пирӗн тӑрӑхра сипленнӗ, анчах та йывӑр суранӗсене пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ 377 салтака пытарнӑ.
Тӑванла вил тӑприне йӗркене кӗртнӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d1%82a%d ... 82%d0%bde/
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Канашри «Ҫамрӑк гварди» хастарӗсем хула масарӗ ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫине ҫитсе килнӗ.
Тӑванла вил тӑприне йӗркене кӗртнӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d1%82a%d ... 82%d0%bde/
Ӗлӗк тимӗр тӑпри кӑларнӑ ту хысакӗсем халь тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем хӗрлӗ, хура, хӑмӑр тата кӑвак тӗссемпе витӗннӗ.
Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)
«Ывӑлӑм тӑпри ҫинче гранитран тунӑ пысӑк та чаплӑ палӑк пулмалла», — терӗм эпӗ.
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
1922 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче политехника факультетне уҫнӑ, унӑн деканӗ пулма А. Дидебулидзе профессора шанса панӑ, факультетра виҫӗ уйрӑм пулнӑ — ҫурт тӑвасси, механика тата ту тӑпри, абитуриентсен шучӗ пысӑк пулнӑ пирки университетра пӗрремӗш хут вӗренме кӗмелли экзаменсем йӗркеленӗ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Сиккимра ҫӗр айӗнчи тӗрлӗ пуянлӑха кӑлараҫҫӗ, вӗсен шутӗнче: пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Ҫӗр айӗнчи пурлӑх шутне пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк кӗреҫҫӗ.Полезные ископаемые включают медную руду, доломит, известняк, графит, слюду, железную руду и уголь.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Ҫакӑн хыҫҫӑн Тилли юррисенче кӑштах хуйхӑллӑ кӗвӗсем илтӗнме тытӑнаҫҫӗ: вӑл тӗмеске тӑпри ҫинчен те шухӑшласа илет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, — пӗр самант ҫӗлӗкне хывса тӑчӗ Хумкка, кӗрӗк кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларса.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗҫленӗ ҫӗрте тусанӗ те, тӑпри те, тырри те пуҫтарӑнать пуль.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял хыҫӗнче пӗчӗк сӑрт пек мӑкӑрӑлса ларакан ватӑ масар тӑпри те ахаль тӑпра мар — темиҫе ӗмӗр каялла ҫӗре кӗнисен сӑваплӑ тӑпри…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь унӑн вилӗ тӑпри вырӑнӗнче пулӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ҫӑва ҫине каять, ывӑлӗн вил тӑпри ҫинчи юра хырса тасатать, ҫӗр ҫине выртать:
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Киле таврӑнсан пурте пушмакӗсене, масар тӑпри киле ан кӗтӗр тесе, тӗплӗн тасатрӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Манӑн упӑшка, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр унӑн, фронтра ҫапӑҫса вилнӗ, — ӗсӗклеме пуҫларӗ явап тытакан.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лейтенант ирӗлекен юр тӑрӑх ерипен уксахласа иртетчӗ, никӗс тӑпри ҫине ларатчӗ, хӗллехи хӗвелӗн хӑйӗнни пекех вӑйсӑр ӑшшинче хӗртӗнетчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӑлкана ҫеҫенхир тӑпри кирлӗ.
Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӑйӑрлӑ пушӑ хирсенче тӑпра ҫук: пӑч-пач сапаланса ларакан ҫулҫӑсӑр ӳсентӑрансенчен ҫӗрӗк тӑпри пачах пулмасть теме пулать.
Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Типӗ ҫеҫенхирсенче мӗншӗн ҫӗрӗк тӑпри сахалрах?
Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Типӗ ҫеҫенхирсенче тӑпра час-часах хӑмӑр тӗслӗ, хутӑш кӑштах ҫӗрӗк тӑпри пур.Почвы в сухих степях чаще всего бурые, с небольшим количеством перегноя.
Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.