Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухӑҫалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку ир манӑн асӑмран тухмалла мар ӗнтӗ, — терӗ вӑл, ҫаплах тухӑҫалла пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӗр ялта ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнсан хамӑрӑннисем патнелле — тухӑҫалла ҫул тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн пӗртен-пӗр урамӗ ҫырма хӗррипе анӑҫран тухӑҫалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Анӑҫран тухӑҫалла тӑсӑлакан сарлака тӗп урамра, автовокзал ҫывӑхӗнче, виҫӗ ҫамрӑк хурӑн кӗрнеклӗн саркаланса лараҫҫӗ, сарӑ тенкӗллӗ шӳлкемепе хӗрес ҫакки ҫакса туя кайма хатӗрленнӗ чӑваш хӗрарӑмӗсем пек туйӑнаканскерсем, илемлӗ, илӗртӳллӗ вӗсем, анчах Моляков, автобус ҫинчен ансан ҫав виҫӗ хурӑн ҫине мар, урам леш енчи кивӗрех икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт умӗнчи ватӑ йӑмра ҫине куҫ ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӗр ушкӑн юланут тухӑҫалла васкать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, умлӑн-хыҫлӑн йӗркеленсе тӑрса, пӗр ушкӑнпа тухӑҫалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫарӗ кунӗпӗх тухӑҫалла васкарӗ, анчах ниҫта та майра-патша салтакӗсен йӗрне тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиртен тухӑҫалла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй тапӑрне таврӑннӑ май Укаслу тухӑҫалла каякан пысӑк обоз курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк пӑр-р! туса пӗчӗк кайӑк ҫӗкленчӗ те тухӑҫалла, хӗвел пайӑрки еннелле, вӗҫсе кайса куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурсухалсем курӑк ҫине чӗркуҫленсе ларчӗҫ те, тухӑҫалла пӑхса, кӗлтума тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл тухӑҫалла ҫаврӑнса тӑчӗ, кукленсе ларчӗ те ик аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мунчаран Асмантей тухрӗ те, тухӑҫалла пӑхса, чӗркуҫленсе ларчӗ, тутисене мӑклаттарса кӗлӗ вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эвакуаципе тухӑҫалла куҫса килме ӗлкӗрчӗҫ-ши, ҫук-ши?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таньӑпа амӑшне тахҫанах эвакуаци йӗркипе тухӑҫалла ӑсатасшӑнччӗ, анчах амӑшӗ ниепле те килтен тухса каясшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл, тӑван хулашӑн ассӑн сывланӑ пек, йывӑррӑн хашкаса, хуллен тапранчӗ, вара, хура хӗреслӗ нимӗҫ самолечӗсенчен тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ евӗр, тухӑҫалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шӗвелнӗ пӗлӗтсем аялтанах тухӑҫалла шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫаплах сивлекрех-ха: пӗлӗтсем кӗркуннехи пек анӑҫран тухӑҫалла шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Манӑн шухӑшӑмпа — тухӑҫалла.

Я думаю — на восток.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех