Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухмарӗ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тем каласшӑн пулса ҫӑварне уҫрӗ, анчах сасси тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тата шаларах чавса кӗчӗ кӗреҫе, анчах, метр ытла чавсан та, тӑпрапа чулсӑр пуҫне, урӑх пӗр япала та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна часрах вилӗм ҫиттӗрччӗ! — упӑшкин сӑмахӗнчен тухмарӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул ҫинче ун пек-кун пек япала сиксе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах Мошков ӗмӗтленнӗ пек килсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ вӑрӑ мар/ — Анчах сасси паҫӑрхи пекех хӑюллӑн тухмарӗ, шыва пута пуҫланӑ ҫын пулӑшу ыйтнӑ пек илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, вилес умӗн юлашки сывлӑшне ҫӑтнӑ пек, темӗн каласшӑнччӗ, кӑшкӑрасшӑнччӗ, пӗтӗм сасӑпа макӑрса ярасшӑнччӗ, сасси те, куҫ-ҫулӗ те тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах куҫҫулӗ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хура маска шутланӑ пек килсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куҫне сӑхман ҫаннипе шӑлса илчӗ, анчах каллех тухмарӗ, урамра пуш витреллӗ хӗрарӑма та тӗл пуласран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-икӗ хутчен лесник пулма пикенчӗ, тӗрлӗ пӑтӑрмаха пула ӗҫӗ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Татьяна хӑйне каччӑсем ташлама чӗнсен те вӑйӑ-ташӑ картине тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗвел чӳлмекрен те, кӑмакаран та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Анчах темшӗн пичетленсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

— Мӗншӗн Тамарӑпа Рамана тухмарӗ ҫак туй?..»

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та ӗҫ тухмарӗ, вӗсем иккӗмӗш вырӑна юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лишайкин ура ҫине сиксе тӑчӗ, кӑрн! та кӑрн! тутарчӗ пырне, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, Арсентьева хӑйне кирлӗ-кирлӗ марпа варалама пӑхрӗ, анчах ӗҫӗ тухмарӗ ун.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара тухмарӗ, Раман машинӑна мӗнле кӗрсе ларнине, газик кукӑралла пӑрӑнса кӗнине чӳречерен вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр каҫхине уйӑх тухмарӗ, ҫӑлтӑрсем те вылямарӗҫ, чӑрӑшсем те шавламастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех