Шырав
Шырав ĕçĕ:
Надежда Кондратьевнӑн шурӑ ҫамки ҫине вӗтӗ тар пӗрчисем тапса тухатчӗҫ, килӗшӳллӗ пит-куҫне хӗрлӗ сӑн ҫапатчӗ.Ее чистый лоб покрывался каплями мелкого пота, милое лицо румянилось.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Шоферсем хӑйсем пултарнӑ таран тӑрӑшатчӗҫ: горючи ҫине тата моторсем ӑшне хӑйӑр сапса тултаратчӗҫ, гаражсемпе машинӑсен ҫывӑхне минӑсем хурса тухатчӗҫ, электрооборудование таткаласа аркатса пӗтеретчӗҫ, машинӑсен ҫӑраҫҫийӗсене иле-иле тухатчӗҫ, е хӑш чухне тата машинисене ҫунтара-ҫунтара та яратчӗҫ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫавна пула мыскарасем те сиксе тухатчӗҫ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑрмана вӗсем пушӑ алӑпа мар, яланах пирӗншӗн питех те хаклӑ япаласем тиесе пыратчӗҫ — больницӑсемпе госпитальсенчен лавӗ-лавӗпех медицина оборудованийӗ турттарса тухатчӗҫ.
Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Чӑнах та, вӗсем чӑн-чӑннисенчен те лайӑхрах пулса тухатчӗҫ.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вара «казахла пашалусем» пиҫсе тухатчӗҫ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑрманта пирӗн ума нумай йывӑрлӑхсем сиксе тухатчӗҫ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Коридоралла виҫӗ алӑк тухатчӗҫ, вӗсенчен иккӗшӗн хыҫӗнче проституткӑсем пурӑнатчӗҫ, виҫҫӗмӗш хыҫӗнче — семинаристсем хушшинчен тухнӑ чахоткӑллӑ математик, вӑрӑм, ырхан, хӑрушла сӑнлӑ, хӗрлӗрех тӗслӗ хытӑ ҫӑмпа витӗннӗ, кӗлеткине вараланчӑк кипкесемпе аран-аран пытаркаланӑ ҫын пурӑнатчӗ: кипки ҫурӑкӗсем витӗр унӑн кӑвакрах ӳчӗ ҫӳҫенчӗклӗн ҫутӑлса тӑратчӗ те айӑк пӗрчи шӑммисем курӑнатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫуркунне ялти кӳлӗсем ҫыранӗсенчен тухатчӗҫ.
11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫӗрле радио тӑрӑх ҫырса пынӑ Совет Информбюро сводкисене кӑнтӑрла Краснодонра тата рабочи посёлоксемпе хуторсенче стенасем ҫумне те юпасем ҫине ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара тухатчӗҫ.
Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Нина Иванцовӑпа Валерия Борц Олег патӗнче связисткӑсем пулчӗҫ, вӗсем кун каҫиччен ун патне темиҫе хутчен кӗре-кӗре тухатчӗҫ.Нина Иванцова и Валерия Борц были связными у Олега и по нескольку раз в день забегали к нему.
Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег радиопа пӗлтернӗ ҫӗнӗ хыпарсене ҫырса илетчӗ, вӗсене юлташӗсене паратчӗ, лешсем вара вуншар экземпляр ҫыратчӗҫ те хула тӑрӑх ҫыпӑҫтарса тухатчӗҫ.
Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӗсем халь те ман хуҫа патне кашни вырсарникун ирхине пыратчӗҫ, кухняри сӗтел йӗри-тавра тенкелсем ҫине ларса тухатчӗҫ те, хуҫана кӗтсе, интереслӗн калаҫса ларатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем барышнясем ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ, пӗрре пӗринне, тепре тепӗринне юратса каятчӗҫ, стихсем ҫырма хӑтланатчӗҫ; час-часах ҫав ӗҫре эпӗ пулӑшни кирлӗ пулса тӑратчӗ; эпӗ хавассӑнах стихсем ҫырса хӑтланаттӑм, ҫӑмӑллӑнах рифмӑсем тупаттӑм, анчах темшӗн ман стихсем яланах кулӑшла пулса тухатчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Час-часах «тискер кайӑксем-чӑхсем» текен пиччӗшӗ пек пулма тӑрӑшса пулас, Виктор та ваттисен сӑмаххисем пеккисене калатчӗ, анчах вӗсем пурте пит те тӗлӗнмелле ҫыпӑҫусӑр та тӗлсӗр тухатчӗҫ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ вӗсем приказчикпа иккӗшӗ хуҫанне вӑрланине пӗлеттӗм: вӗсем кӑмака труби ӑшне пӗр мӑшӑр ботинка е туфли пытаратчӗҫ, кайран, магазинтан тухнӑ чухне, ӑна пальто ҫаннисем ӑшне пытарса тухатчӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗвел ансан вӗсем сурӑхсене кӗтӳ кӗтмелли вырӑна хӑваласа тухатчӗҫ.Когда солнце опускалось за линию горизонта, мальчишки выгоняли овец пастись.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ывӑнсассӑн, ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ҫине чупа-чупа тухатчӗҫ те хӑйсен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, нимӗҫ пӑрҫи е кукуруз икерчи ҫисе пысӑкланса кайнӑ хырӑмӗсене ҫав хӑйӑрпа сапатчӗҫ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ытти чухне яланах ӑна малтан ачасем тытса илетчӗҫ, хаҫатсене пӑхса тухатчӗҫ те ман патӑма чи ҫӗнӗ хыпарсемпе пыратчӗҫ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тахҫанах вилнӗ ҫынсем унӑн калавӗсенче халӗ те чӗрӗ пек пулса тухатчӗҫ — вӗсемпе хӑй туслӑ пулса, чей ӗҫнӗ чух калаҫса ларнӑ пекех туйӑнатчӗ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.