Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тумлӑ (тĕпĕ: тумлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ енне шурӑ юр пек шурӑ тумлӑ хӗрсем, тухья тӑхӑннӑскерсем, вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах ача садне ҫӳрекен капӑр тумлӑ каччӑсемпе хӗрсем утса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

«Снегири-негири», – юрлать залра Ксюша чаплӑ тумлӑ хӗрачана ӳкерсе.

«Снегири-негири», – пела про себя Ксюша в зале, дорисовывая девочку в модной одежде.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Капӑр тумлӑ мӑшӑрсем илемлӗн ташланине пӑхса тӑма кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

Унта пӗлӗтелле кармашакан яштака ӑвӑссемпе шурӑ хурӑнсем, симӗс тумлӑ хырсемпе чӑрӑшсем, кӗреш юмансем, сап-сарӑ мӑйӑрӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫӗре сапас пек ларакан шӗшкӗ тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Инҫех те мар, авӑ, тата хитре пике пек шурӑ тумлӑ хурӑн.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапӑҫу пуҫлансан ку ушкӑн ҫыннисем салтаксемпе танах ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ хӑйсен ял ҫыннисене пӗтерме хатӗр…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек тумлӑ чӑваш хӗрарӑмӗсене Пӑкачав лере, Пушкӑртра та чылай курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ вӗсем ҫӑкӑр татки патне пӗрин хыҫҫӑн тепри виражсем тукаласа, ярӑна-ярӑна, ҫунаттисемпе лӑпӑл-лӑпӑл лӑпӑлтатса е ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтаттаркаласа вӗҫсе анма пуҫларӗҫ: малтанах тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫекен тулли пӗсехеллӗ кӑвак кӑвакарчӑн, унтан, кранклатса, хӑйне ял-хула таврашӗнчи кайӑк-кӗшӗк пуҫӗ пек картакан, ҫак мӑнаҫлӑхпа касӑлнӑ йӑмӑх хура курак, кӑштахран ялан тем тиркешсе, ҫуйӑхса, кӗскен те татӑклӑн чаклатакан чана, юлашкинчен, пӗр тикӗссӗн чакӑлтатса, чакӑртатса, вӑрӑм хӳри ҫинче, халӑхра калашле, шанчӑксӑр сас-хура йӑтса ҫӳрекен хура-шурӑ тумлӑ чакак…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Алӑк сулли урлӑ урине кире пуканӗ ҫакса янӑ пек йывӑррӑн ярса пусса, хӑйӑк-хайӑк сывлакаласа, кӗҫех пӳлӗме хӑлтӑхланнӑ кӑптӑркка тумлӑ, ватӑ еннелле сулӑннӑ харшав арҫын — хура, ҫатрака мӗлке пуҫ — кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Урамра йӗри-таврах ҫӑмӑл тумлӑ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, тӗркӗшеҫҫӗ, талкӑшаҫҫӗ, вӗшкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку ӗнтӗ хурасимӗс ҫӑмӑл тумлӑ улатакка — вӑрман «санитарӗ» — хӑй хырӑмне шӗкӗсемпе, йӑплака хуртсемпе (слизевиксемпе), вӑрӑм сӑмсасемпе тӑрантасшӑн сӑмсипе пӗр ухӑнмасӑр ларакан лутрарах, янӑравлӑ, варакланнӑ (е хӑвӑлланнӑ?) ватӑ хыр сӑсӑлне-янкарне таккаса кӑларасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑвак тумлӑ ҫын Марине еннелле чупать.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Шиклӗ ӗҫченҫе хӑратасран сыхланса, ҫав вырӑнтан шӑппӑн-шӑппӑн пӑрӑнтӑм та тӗттӗм ҫӑкалӑха кӗме тӑтӑм кӑна эпӗ — кӑвак тумлӑ вӑрман хуралҫи кӑшт ҫеҫ ман ҫине пырса тӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хӗҫпӑшалсен купи патне пушшех те ырханкка та ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ салтак утса пычӗ.

К куче брошенного оружия подошел солдатик, еще более изнуренный и ободранный, чем все,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ҫак самантра тӗнчери чи хӳхӗм хӗр ҫинчен кӑна — хӑйӗн инҫетри савнийӗ ҫинчен шухӑшларӗ, ӑна Чӗмпӗрти пӗчӗк кӗпер ҫинче тӑракан шурӑ тумлӑ сарӑ хӗр кӑна курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме шап-шурӑ тумлӑ, шурӑ чечек пек чечен те чипер хӗр кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сип-симӗс тумлӑ хыр-чӑрӑшсем вара нимӗн те пулман пек мӑнкӑмӑллӑн шавласа ҫеҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эсир таса шурӑ тумпа пулмасан, тата кам таса шурӑ тумлӑ пулӗ?..

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗкӗр пек ҫутӑ пӗве пичӗ ҫине шап-шурӑ тумлӑ ӗмӗлкесем ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех