Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулчӗҫ (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑвашстана пур енчен те, тискер хура пӗлӗт пек, путсӗр патша ҫарӗсем килсе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ тулчӗҫ пӑлтӑра Туй арӑмсем, акӑшсем.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑхатӑп: Якур куҫӗсем, хура пысӑк куҫӗсем, татах пысӑкланса кайса юнпа тулчӗҫ, питӗнчи шӑнӑрсем туртӑнса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӳлӗме пурте кӗрсе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак вӑл чӑштӑр-чӑштӑр туса каллех темле лаштра, ҫатӑркка тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӳрнисене вӗтӗ-вӗтӗ йӗпсем тирӗнсе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачисем пӗр пӳрт пырса. тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ленӑн хуп-хура куҫӗсем хӑй сисмесӗрех кӗмӗл мерчен пек куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лаҫ алӑкӗ тӑрринчи хӑма та, чӑланти ҫӳлӗксем те эпӗ тунӑ шӑхличсемпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Фестиваль йӗркипе Чӑваш енре куҫса ҫӳрекен концерт Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче 3 пин ытла ҫынна пухрӗ – поселокӑн тӗп площадӗ те, унпа пӗрлешекен урамсем те халӑхпа лӑк туллиех тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Вырсарникун Вӑрнарти «Химик» стадион трибунисем лӑк тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c

Чӑн тинӗс пекех ҫӗре чарлансем те килсе тулчӗҫ; Каспи тинӗсӗнчен килчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Пӳрте ҫынсем тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак кун вӗренӳ учрежденийӗсем алӑксене тараватлӑн яри уҫрӗҫ, классем ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Пӗр ансӑр тӑкӑрлӑкра ҫӗрле икӗ ҫын тӗл тулчӗҫ.

Двое встретились ночью в узком переулке.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан правленине ҫынсем пырса тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл канма тесе вырӑн ҫине таянса пӑхрӗ, анчах ӑна ҫывӑрма памарӗҫ, часах ун патне пӗрерӗн-икшерӗн ватӑсем пырса тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алманчӑ куҫӗсем хаярлӑхпа тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмала пек хуп-хура тата путек ҫӑмӗ пек кӑтра ҫӳҫӗсем тӑраткаланса кайрӗҫ, хитре пичӗ ҫине темле шурӑ пӑнчӑсем тухса тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мори! — кӑшкӑрса ячӗ Джесси, хыпса илчӗ, куҫӗсем кӗтмен ҫӗртен куҫҫульпе те ӳпкевпе тулчӗҫ.

— Мори! — вскричала Джесси, вспыхнув, с внезапными слезами на глазах, полных упрека.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав япала пирки анне каласа панӑ чухне эпӗ вун сакӑр ҫултаччӗ; ҫав самантра унӑн куҫӗсем куҫҫульпе тулчӗҫ.

Мне было восемнадцать лет, когда мама рассказала мне об этом случае; при этом ее глаза наполнились слезами.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех