Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир пурте бак ҫинелле васкатпӑр, — нимӗн те ӑнланмасӑр, мӗншӗн тесен пирӗн умри анлӑ курӑнупа — ҫӑлтӑрсемпе тулсах ларнӑ сӗм тӗттӗмлӗхри ҫивӗч те капӑр-селӗмлӗхпе — киленсе ҫав тери тӗлӗнетпӗр, савӑнса хавхаланатпӑр.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пичӗ тӳрӗ, ҫап-ҫаврака пекех, унта — хитре, ҫепӗҫ кулӑ, вӑл черчен, хумханчӑк вӑйӑпа тулсах ларнӑ, ку ҫак самантра Фрези манӑн хушӑнсах пыракан тӗлӗнӳпе йӑпаннине кӑтартап. ахӑр.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗрлев, кӑшкӑрашу, юрӑ, сиренӑн эсрелле ҫухӑрӑвӗ — пӗтӗмпех хӗрӳ туйӑмпа та шантарупа тулсах ларнӑ.Гул, крики, песня, демонический вопль сирены — все полно страсти и обещания.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Монс «ирӗ» пекех — гавань яланах шантарать; унӑн тӗнчи уҫса-тупса палӑртайми пӗлтерӗшпе тулсах ларнӑ, ҫак пӗлтерӗш — улӑпла крансем антаракан тӗркемсен пирамидисенче; ҫак пӗлтерӗш мачтӑсен хушшинче сапаланнӑ, ӑна ҫыран хӗрринче карапсен тимӗр аякӗсем хӗстерсе хунӑ, унта, бортсен ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тарӑн хушӑкӗсенче, сулхӑнра, ӗнтрӗкре, тинӗсӗн симӗс шывӗ хупӑ кӗнеке евӗр чӗмсӗррӗн выртать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗвел тухӑҫнелле тата кӑнтӑралла кӗтеслӗн вырнаҫнӑ пӳлӗмсенчен хӗвел пайӑркисем кунӗпех татӑлмаҫҫӗ, ҫавна пула сӗм авалхи ҫак тӑнӑҫлӑхра тахҫанах ирӗлсе ҫухалнӑ ҫулсен иксӗлми, ӗмӗр-ӗмӗрлӗх ҫӗнӗ хӗвел таппипе ҫутӑ килӗштерсе пурӑнаслӑх тулсах ларнӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпир хӑрӑк-марӑкпа, шӑтӑк-путӑкпа, ту айӗнче кӑпӑкланса тапакан ҫӑл куҫсемпе, тӑвӑллӑ ҫил тымарӗпех кӑларса ывӑтнӑ вулӑсемпе тулсах ларнӑ вӗтлӗх-чӑтлӑхпа пыратпӑр.Мы двигались в заросли, полной валежника, ям, пенистых горных ключей и стволов, вырванных шквалом.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Каҫаратӑп! — ҫилеллӗ куҫҫульпе антӑхса кӑшкӑрчӗ Эстер, вара, чӑнах та, Эстер Горна евитлейми мӑнаҫлӑх тулсах ларнӑ куҫӗсемпе каҫарчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Бекекоран тытӑнса ҫак кунӑн каҫӗ таранчченех — пӗтӗмпех — кайран вӑл ҫакна сасӑсӑр кӗве-ҫемӗпе тулсах ларнӑ, ӑнтӑлса васкакан, тӗтреллӗн сӑнарланнӑ тӗлӗк минретнӗн аса илет…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кун кӑвак шӑрӑхпа ҫунса-тӗлкӗшсе сарӑлчӗ; сӑмала пӑсланӑвӗпе тулсах ларнӑ пӑчӑлӑх пуҫа ҫавӑрттарать.День развернулся, пылая голубым зноем; духота, пропитанная смолистыми испарениями, кружила голову.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫиҫкӗнчӗк, тӑрӑ кӳлӗ, путакан пӗлӗтсемпе тулсах ларнӑскер, тӳлек, ҫын йӗрри-паллисӗр, ҫавӑнпа та Горн ҫав самантрах питӗ хӑвӑрт, талтлатса тапакан чӗрипе ҫаврӑнчӗ; каттӑркӑҫ сиксе тӑнӑ, унӑн ҫӗҫҫин йӑнӑш сулӑмӗ Горн кӗпине ҫурса ячӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пуш хир шӑплӑхӗ утакан ҫынна тӑнлать тейӗн; кунӑн лӑпкӑ ытараймилӗхӗнче Горн шухӑшӗсем пӗри тепринпе ылмашӑнаҫҫӗ, вӑл вара вӗсене кӗнеке вуланӑн йӗрлесе пырать, тимлӗ тунсӑхпа тулсах ларнӑ, хӑйӗнче чӗнмесӗр пурӑнас хатӗрлӗхне никам та аркатаймасть ахӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗсем пыракан ҫыран тӑпри тикӗс мар, явӑнса сарӑлакан ӳсен-тӑранпа тулсах ларнӑ та — Гентпа Цаупере шарлаксенчен иртес тесе икӗ сехет нушаланчӗҫ, хура тара ӳкрӗҫ; кимме шыва аран-аран антарчӗҫ, — мӗншӗн тесен кунта путах-ҫыпҫӑнчӑк, ҫӳллӗ курӑк ӳсекен ӑшӑх вырӑн; Гент ҫаврӑнчӗ те — шалтах тӗлӗннипе малалла ярса пусаймасть.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ку ҫӗр-шывра тӑшманӑн вак ушкӑнӗсемпе йӗрлевҫисем шутласа кӑлараймиех-и тен, анчах вӑрман вӗсемпе тулсах ларнӑ тени ытлашши-тӗр.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тропик каҫӗ юмахри шӑплӑхпа тата ҫеҫкене ларнӑ йывӑҫсен техӗмӗн йӑваш влаҫӗпе тулсах ларнӑ, кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ туйӑмсене ҫӗклет; мӑнаҫлӑх, рехетлӗх, сӗм тӗттӗмлӗх — вӗсем кӗвӗ-ҫемӗ евӗр витӗм кӳреҫҫӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Урасем шуҫлак ҫӗр ҫинче шӑваҫҫӗ; мӗн пур шӑтӑк-путӑк, варсемпе шурлӑхсем шывпа тулсах лараҫҫӗ; пӗчӗк ҫырмасем — шыв юххи, пӗчӗк юхан шывсем — сарлака шыв, сарлакисем — тинӗс, шурлӑхсем кӳлле сарӑлса куҫаҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунти ҫыранра шурлӑхсем ҫума-ҫумӑн, вӗсем ҫӗрӗшекен хӑмӑш миазмисемпе тулсах ларнӑ; шурлӑхсенчен малалла хысаклӑ-хысаклӑ, терраса евӗрлӗ тусем тӑсӑлаҫҫӗ, аякран вӗсем чечексен черчен сӗмӗсемпе шӑварӑннӑн туйӑнаҫҫӗ; ҫывӑхри хысаксем вара сарӑ та сӑрӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Ҫӳп-ҫаппа тата хаклӑ япаласемпе тулсах ларнӑ арчаран кӑларнӑн — эсир унра хӑвӑра кирлине суйласа илеетӗр: каллех ута-ута ӗшенесси, сӑмах-юмаха тӳссе ирттересси сире теветкеллентермест; ҫав тӳссе ирттерӳре чир-чӗрпе выҫлӑх т. ыт. те сирӗнпе текех хуҫаланаймаҫҫӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗтреллӗ сывлӑш ҫӗрӗшекен ӳсен-тӑранпа йӗпе чечексен усал-йывӑр шӑршипе тулсах ларнӑ, вӗсен тӗлӗнмеллерех капашӗсемпе тӗсӗсем Европа ҫыннисене темлерех туйӑмсемпе аптӑратаҫҫӗ; ку — тропик Африкин сывлӑшӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫапларах туйӑнать; чӑн та, унӑн тӗшши — эпир пурӑнниех, шӑпах ҫавӑ — хӗрӳ туйӑмсемпе, ӗҫ-хӗлпе тулсах ларнӑскер.Кажется так, хотя его суть та, — та самая, в которой мы жили, окруженные заботами и страстями.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ку темле тӗлӗнмеллерех курӑнать пулин те — мана арҫын ачан тискер выҫлӑхӗ — ӑна пусӑрӑнтарсах ҫитернӗ ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм, курӑну-пулӑм хушшинче тулсах ҫитнӗ выҫлӑх тӑруках хыттӑн ҫавӑрса ҫапрӗ; эпӗ хура эрехлӗ витӗр курӑнакан ҫӳллӗ стакана пушатса хутӑм, хама хам алӑра тытма пуҫларӑм та ним юлми икӗ хут ҫисе ятӑм, ҫакна кура турилкке виҫҫӗмӗш хут туллин таврӑнчӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.