Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейленӗ (тĕпĕ: тирпейлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем чӑх аш-какайне тирпейленӗ предприятинче вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Чи кирлӗ ӗҫ пирки те манман: нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсене тирпейленӗ, тавралӑха пӗлтӗрхи ҫулҫӑран тасатнӑ, арҫынсем пуртӑ тытса хунавсене иртнӗ.

Не забыли и о самой работе: прибрали вокруг недавно посаженных деревьев, очистили округу от прошлогодних листьев, а мужчины с топорами остригли побеги.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче иртнӗ шӑматкун «Атӑл ҫӑлӗ» ҫутҫанталӑк паркне тирпейленӗ.

В прошлую субботу в деревне Татмыши Аликовского района была проведена работа по приведению в порядок природного парка «Атӑк ҫӑлӗ».

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Ҫӑлкуҫне те маннӑ пуль тесеччӗ те — ҫук, манман, тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Лектор ҫитрӗ, ӑна хваттер тупса панӑ: зала тирпейленӗ, сӗтел ҫине хӗрлӗ ҫитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

8-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем вара вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Мучарти аялти масара тирпейленӗ, шкулти пуҫламӑш классене кӗмелли пӑрӑнчӑк хӳмине юсанӑ, Октябрьская урамри ҫула юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унӑн куҫӗ умӗнче хӑй ҫӑкасене касса тирпейленӗ чухне Тимофей Михайлович вӗсене сыпӑ тӑршшӗне пӗр пек тума хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫуртсем таврашӗнче те тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Хӗлле, Турхан енчи вӑрманта хыр йывӑҫӗ ӳсекен делянка парсан, ӑна вӑрманҫӗрсемех касса татса тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарҫӑсем ӑсан какайне тирпейленӗ хушӑра тӑршшӗпе ӗҫлӗ калаҫу пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уяв умӗн вӗсем хӑйсем ӗҫлекен пӳрте те пӗрле тирпейленӗ.

Перед праздниками они даже уборку в избе делают вместе.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи малтанах вӗсем пӗвен шахти патне пыма чӑрмантаракан йывӑҫсене касса тирпейленӗ, ӳссе кайнӑ курӑка ҫулнӑ, унтан шахтӑна, пӑрӑхсене юшкӑнран тасатнӑ, юсаса ҫӗнӗрен бетонланӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

— Аслӑ княҫӑн чи хастар воеводисенчен пӗрне тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанхи сенаж упрамалли хранилищӗсене юсаса тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Пӗри кил-ҫурта тирпейленӗ, тепри выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, виҫҫӗмӗшӗ апат пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ҫитменнине, тирпейленӗ чухне хаклӑ япала ҫухатма пултаратӑр.

Кроме того, в процессе уборки вы можете потерять очень нужную и ценную вещь.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Капла килте те тирпейленӗ, чунра та лӑпкӑ пулӗ.

И квартира в порядке будет, и вы обретете душевную гармонию!

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тасатса тирпейленӗ, йӗркене кӗртнӗ кӑмӑллӑ курӑнӑва куҫнӑ ҫӗр…

Расчищенная и дисциплинированная, не более, как приятное зрелище.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех