Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫтерет (тĕпĕ: тивӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑларӑм тытӑмӗ паянхи фольклористика ыйтнине тивӗҫтерет.

Структура издания отвечает современным требованиям, предӳявляемым к фольклористике.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Шурут ялӗнче пурӑнакансене Валентина Трескина хаҫат-журналпа тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗсӗр юлнисене те патшалӑх тӳлевсӗрех хваттерпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ҫавӑн пекех ку тӗлӗшпе Элӗкри литературӑпа тавра пӗлӳ музейӗ те ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

«Кунта туса хунӑ водонапорный башня кивӗ микрорайонсене шывпа тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Объект ҫак кӑтартусене тивӗҫтерет: крематорийӗн пулас вырӑнӗ Вознесенски поселокӗнчен 700 метрта, Явӑш ял тӑрӑхӗнчен 1 ҫухрӑм та 200 метрта вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Енчен те пулас салтак мӗн ыйтнине тивӗҫтерет пулсан, унӑн регионти суйлав пунктне е ҫар комиссариатне ҫитсе документсене алӑ пусмалла.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«ЭКРА» наука производствин предприятийӗ тӗнчери 19 атом станцине хӑйӗн пысӑк технологиллӗ таварӗсемпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Услам ӗҫне пуҫаракансене патшалӑх 350 000 тенкӗпе тивӗҫтерет, хушма хуҫалӑх аталантарас тӗллевлисем вара 200 000 тенкӗ илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Ӗне тытакан ял ҫыннисене пулӑшас тесе патшалӑх тӗллевлӗ субсидисемпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫӗнтерессе вара хӑш чӗлхи вӑйлӑрах, урӑхла каласан, хӑш чӗлхи пурнӑҫ ыйтнине, общество интересӗсене ытларах тивӗҫтерет, ҫав ҫӗнтерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Хулари пурнӑҫа юратмастӑн пулсан Шупашкара мар, хамӑр республикӑри пӗр-пӗр колхоза куҫса кил эппин — мана ҫакӑ та тивӗҫтерет, — йӑл кулчӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗ 2013 ҫултанпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вырнаҫтарнӑ молокоматсене тин сунӑ сӗтпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Тушкилти врач амбулаторийӗ Тушкилте, Ямпулатра тата Сӑхӑтпуҫӗнче пурӑнакан 1000 ытла ҫынна, ҫав шутра 140 ачана медицинӑпа санитарин малтанхи пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Паян вӑл ҫак енӗпех хӑйӗн ӗҫне ертсе пырать, хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансен тӗрлӗ ыйтӑвне тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтерет, унти ӗҫлӗхлӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатать.

Наша совместная работа обеспечивает социальную и экономическую стабильность в регионе, улучшает его деловой климат.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

Валентина Васильевна чирлисене ФАП-ра йышӑннисӗр пуҫне килӗрен те ҫӳрет, ял халӑхне эмелсемпе тивӗҫтерет, кирлӗ чухне «васкавлӑ пулӑшу» чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Суд адвокат ыйтнине тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн пӗрлехи тухӑҫлӑ ӗҫӗмӗр регионти ӗҫлӗхлӗ хастарлӑха хавхалантарать, экономикӑна хӑвӑрт аталантарма лайӑх майсем йӗркелет, ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туйни ҫине лайӑх витӗм кӳрет, ҫирӗплӗхе тивӗҫтерет.

Наша совместная результативная работа стимулирует деловую активность в регионе, создает условия для опережающего развития экономики, позитивно влияет на социальное самочувствие граждан, обеспечивает стабильность.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/12/gla ... et-s-dnyom

Ҫӗнӗ ҫурт пӗтӗмпех паянхи куна тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех