Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павӑл, сӗтел хушшинчен тухса, пирус тивертсе ячӗ, анчах ӑна пӗрре ӗмсе илсенех кӑмака ҫӑварне печӗ те: — Каяс пуль, анне, клуба, — терӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Халь те сигарет тивертсе ячӗ вӑл.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Патька-патшана Михельсон ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тенине илтнӗ пулсан та хресченсем вӗсене лашасем тупса пачӗҫ, кайран, ӑсатнӑ май, хӑйсемех улпут ҫуртне вут тивертсе ҫунтарчӗҫ…
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫерҫи-салакайӑкӑн «хурах» апачӗ ӳкнӗ ҫӗрте, лӳпем ҫӗр ҫинче, каснӑ туратсен, ытти турат-тӗрет купи выртать, юнашарах такам тивертсе янӑ пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен кӑвайчӗ алхасать.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Ҫав вутпах Андрейка мӗн пухнине хӑпӑл-хапӑл, хаваспа тивертсе ярать.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Кӗркури пӗр пирусне алхапӑл сылтӑм хӑлхи хушшине хӗстерчӗ, теприне ҫӑварне хыпрӗ те кӳкӗрт вучӗпе тивертсе ячӗ, вара ӗмӗтсӗррӗн, татти-сыпписӗр, тӗтӗмне ӑша ямасӑр тӗтӗрлентерме пуҫларӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Арҫен хӑй брюки кӗсйинчен «Прима» пирус пачки тата спичка курупки кӑларчӗ те, спичка пӗрчине ҫутса, пӗр пирусне тивертсе ячӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Вӑл, пушмака алла илсе, ачи патне тулхӑрса пычӗ те: — Ҫи-пуҫ мурӗ! Укҫа мурӗ! Уруна ҫӗклесе утаймастӑн-и? Сана ҫи-пуҫ туянса ҫитереймӗн! Ы-ы-ых! — тесе хӑтӑрса тӑкса, ӑна пушмакпа пуҫран тивертсе пӗтерчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Комсомолецсен пухӑвӗ, диспут — вӑлах унта хӗрсе, тивӗҫлисене мухтаса е айӑпа кӗнисене тивертсе, питлесе калаҫакан, тавлашакан…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун пекех васкамасӑр чикаркка тивертсе ярать, ҫерем ҫине таянса, кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна кӑвак тӗтӗм ункисем кӑларать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
— Унта пирӗн мунчана вут тивертсе ячӗҫ те, халь юнашар килсене те хыпса илчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Алӑк кӗтессинче илтӗннӗ ҫак хӑюллӑ сасӑ, краҫҫын пичкине шӑрпӑк тивертсе пӑрахнӑ пекех, халӑх чӗрине вут тивертрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Аллинчи хӑййисене валашкари шыва чиксе кӑларчӗҫ, каялла таврӑнчӗҫ, хӑййисене вут тивертсе ҫунтарма тытӑнчӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр хӗрӗ шӑрпӑк тивертсе лампа ҫутрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук вучахри вутта тивертсе ячӗ те, хӳшшинчен хуран илсе тухса, такан ҫине ҫакрӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Татьяна ҫамкине урай хӑми ҫумне тивертсе пуҫҫапрӗ те, ура ҫине тӑрса, ҫирӗм пуса турӑш умне хучӗ…
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шултрараххисене, ҫӗр ҫине хурса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыхрӗҫ, ҫиеле ҫӳп-ҫап, ҫӗрӗк ҫӑпатасем, типӗ тислӗк, унтан татах ҫавӑн пек тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр купаларӗҫ те ӑна тивертсе ячӗҫ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей хапха ай хӑмине пусма ҫумне таянтарса хучӗ, унтан, картлашка ҫине ларса, чӗлӗмне тивертсе ячӗ те, пак! пак! паклаттарса, ӗмме пуҫларӗ.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ княҫа пӗлтерсе хурса розмыселсем вун пӗр пичке тар тултарнӑ вырӑна вут тивертсе сирпӗтрӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан, кӗсйинчен «Беломор» кӑларса, пӗр пирусне илчӗ те тивертсе ячӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.