Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫешер сăмах пирĕн базăра пур.
темиҫешер (тĕпĕ: темиҫешер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуллен кӑштӑртатса ҫӳресех вӑл шыв ӑсса килсе апат пӗҫерме те, Ухтиван суранӗсене темиҫешер хут салта-салта ҫыхма та ӗлкӗрет.

Носит воду, готовит настои, промывает, перевязывает рану, так день за днем.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавасене те ӗнтӗ темиҫешер хут тӗрӗслесе хӑйранӑ, ҫул ҫинче ҫаплах никам та курӑнмасть те курӑнмасть.

Уже подправили косы, а на дороге все еще никто не показывался.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сана ҫеҫ мар, ытти арҫынсене те хӗрхенмелле — час-часах темиҫешер сехет тӑвалла хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Авӑ Кӗтерне те, Укахви те темиҫешер хут вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Инзӑран тухсан кашни разъездрах поезд темиҫешер сехет хушши чарӑнса тӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй вара, ял виҫипе шутласан, ватӑ хӗр ӗнтӗ, ӑна качча илес йӗкӗтсем тахҫанах авланса пӗтнӗ, темиҫешер ача ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Власть хулара кунне темиҫешер хут улшӑнса тӑчӗ.

Власть в городе менялась по нескольку раз в день.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хуҫа мана куллен темиҫешер сехет хушши вырӑнти чӗлхене вӗрентрӗ.

Он ежедневно посвящал несколько часов на обучение меня языку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта кашни пӳлӗмрех пӗрер е темиҫешер прожектер шутланать, хам астунӑ тӑрӑх, эпӗ сахалтан та пилӗкҫӗр пӳлӗмре пултӑм.

В каждой комнате помещался один или несколько прожектёров, и, сколько помнится, я побывал не меньше чем в пятистах комнатах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эрих Кох, пӗр вӑхӑтрах Украина рейхскомиссарӗ тата Хӗвелтухӑҫ Прусси гаулейтерӗ пулнӑскер, Ровнӑна темиҫешер кунлӑха кӑна килсе каятчӗ, ытти вӑхӑтне Кенигсбергра ирттеретчӗ.

Эрих Кох, являясь одновременно рейхскомиссаром Украины и гауляйтером Восточной Пруссии, в Ровно бывал только по нескольку дней, наездами, а остальное время проводил в Кенигсберге.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Кашни кунах разведчиксем хӑйсемпе пӗрле темиҫешер ҫын ертсе таврӑнатчӗҫ.

Каждый день разведчики приводили с собой по нескольку человек.

Отряд ӳсет // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Мускавран илекен ҫав хыпарсене алӑпах темиҫешер экземпляр ҫыраттӑмӑр та, партизансене вуласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн разведчиксене параттӑмӑр, вӗсем ялсене, хуторсене кӗрсе ҫӳретчӗҫ.

Эти сообщения из Москвы переписывались от руки в нескольких экземплярах и после прочтения партизанам вручались разведчикам, которые заходили в деревни и хутора.

Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Шӑллӑм, эпӗ авалхи кӗнекесене нумай вуланӑ, темиҫешер хут вуласа тухнӑ, анчах унта пӗринче те эс каланӑ пек каламан, ҫакна шантарсах ҫирӗплетме пултаратӑп.

— Брат мой, я много раз читал и перечитывал старинные книги и могу тебя уверить, что в них не говорится ни о чем подобном.

Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Татах темиҫешер утӑм турӗҫ салтаксем.

Еще несколько шагов сделали солдаты.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ыттисем, ҫиччӗ е сакӑр пирачӗ, кашниех темиҫешер мушкет тытнӑ пулас, чӑтлӑхра ларса, пирӗн ҫурт ҫине пӗр чарӑнмасӑр персе тӑчӗҫ.

Семеро или восьмеро остальных пиратов, имевших, очевидно, по нескольку мушкетов каждый, непрерывно обстреливали, сидя в чаще, наш дом.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Союз алӑкӗнчен Чжан Фу-ин тухнӑ та темиҫешер сехет хушши сӑмах каланӑ, анчах хресченсем ӑна пачах та ӑнланман.

Из дверей союза появлялся Чжан Фу-ин и в течение нескольких часов излагал им что-то совершенно невразумительное.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпир кунне темиҫешер хут вӗҫетпӗр.

Мы делаем по нескольку вылетов в день.

26. Майӑн пӗрремӗшне ют ҫӗршывра уявларӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Самолёт моторне кунне темиҫешер хут хӗртетпӗр.

По нескольку раз в день прогреваем моторы.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Фашистсем кунне темиҫешер хут Ленинград ҫине самолётсемпе килсе тапӑнаҫҫӗ.

По нескольку раз в день фашисты налетали на Ленинград.

7. Инҫетри тыла // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир унпа пиччӗшӗнчен килекен хӗрӳллӗ ҫырусене темиҫешер хут вула-вула тухатпӑр.

И мы вслух читали и перечитывали его бодрые боевые письма.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех