Шырав
Шырав ĕçĕ:
тасатмашкӑн (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Сире Турра халаллас кунсем иртиччен ҫичӗ кун пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнчен ан кайӑр, мӗншӗн тесессӗн сире Турра халаллас йӗркене ҫичӗ кун хушши туса тӑмалла; 34. паян епле тунӑ, сире тасатмашкӑн Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла тума хушрӗ; 35. ҫичӗ кун хушши кунӗн-ҫӗрӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пулӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче сыхӑ тӑрӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн [Ҫӳлхуҫа Турӑ] мана ҫапла хушнӑ, тенӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 25. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 26. ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла; 27. ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат; 28. ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать; 29. ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали; 30. анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр; 37. парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2