Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарласа (тĕпĕ: тарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарласа тӑварпа хытнӑ тум хамӑр ҫирех типетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, самайччен муритленчӗ «хаклӑ ҫимӗҫе» сая ярасшӑн пулмасӑр «перекетлӗ хуҫа», тарласа та кайрӗ, юлашкинчен тӗпренчӗксене виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе илчӗ-илчех, вара, тӳрленсе ларса, вӗсене алхапӑл ҫӑваралла ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Алексей Даниловичӑн калаҫнӑ чух пит-куҫӗ тарласа кайрӗ, ҫавӑнпа та вӑл пиншакне хывса пукан хыҫне ҫакса ячӗ, пӗчӗк тутӑрпа тарланӑ ҫамкине, мӑйне шӑлкаласа сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тарласа килсен пӳртре ӑшӑ пултӑр тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫӗрле Пазухина такам тӑлӑппа витсе янӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл тарласа, пӑшӑхса вӑранчӗ, ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑмасӑр, маччан-урайӑн, алӑкӑн-тӗпелӗн пӑхкаласа выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗррехинче, сухаран хытӑ ӗшенсе, тарласа таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр курка сивӗ уйран ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Поля аллинчи хута хӑвӑрт вуласа тухрӗ те тарласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Урайне сарнӑ ҫемҫе кавир тарласа йӗпеннӗ урасене уҫӑлтарса кантарчӗ, Василий Викторович пукан ҫине ларчӗ, телеграммине сӗтел ҫине кӑларса хучӗ, унтан арӑмне чӗнсе тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Урама, сивӗ ҫӗре тухсан тин туйрӗҫ ҫӗрпӳсем — ҫамкисем виҫҫӗшӗн те тарласа кайнӑ: шӑрӑх пулчӗ курӑнать вӗсене воевода пӳлӗмӗнче.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта нумай ҫӳренӗрен пулас, хӑй тарласа кайнӑ, тумтирӗ ҫумне хыт хура вӑррисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑвӑра тавтапуҫ мана тиркеменшӗн, — тарласа кайсах мӑкӑртатса илчӗ Матӗрне инке.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Вӑл тарласа хӗремесленсе каять.

Он вспотел, налился кровью.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хытӑ улӑма ватса ҫиме хӑтланса чисти тарласа каятчӗ вара.

Не могла есть грубую солому, она так старалась, что покрывалась потом.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫхине тарласа хупланатӑп».

Вечером пот прошибает…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сасартӑк тарласа чӑм шыва ӳкнӗ Шахрун ура ҫине сиксе тӑрать те такам ҫапасран хӑранӑ пек пуҫне чиксе йывӑҫ хӳттине йӑпшӑнать.

Вспотев от страха, Шахрун прижимается спиной к дереву, будто боясь, что кто-то невидимый в темноте обрушит сейчас на него смертельный удар.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун ним ӗҫлемесӗрех тарласа ҫӳрекен пӑсӑк куҫлӑ Паҫана аса илет те ку ҫӗнӗ сывлӑшра ӳсӗрӗлсе ката пек пулать.

Шахруну невольно вспомнилась потная, неуклюжая Пазя, и он так и опьянел от красоты и свежести Марись.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр тарласа вӑранса каять.

Девушка в испуге проснулась.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хура ҫӳҫлӗ кӑтра Мултиер пекех, Ивук та тарласа кайнӑ.

Оба спорщика вспотели: и Мульдиер, и Ивук.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тарласа чӑм шыва ӳкрӗм ача.

— Какое там… холодным потом весь покрылся.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Юнашар пырса ларнӑ-ларман тарласа кайрӗ те пӗр сӑмах та чӗнмест.

— Сел со мной рядом, взмок весь и молчит.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех