Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапӑннӑ (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура мӑйӑхлӑ этем ӑна вӗлерме тапӑннӑ чурӑс пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

1272 ҫулта Донгола патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ хӗреслӗ салтаксемпе килӗшӳ туса Египета тапӑннӑ, анчах та ҫӗнтереймен, 1275 ҫулта вара Донгола Египета пӑхӑнма пуҫланӑ.

В 1272 году правитель государства Донгола в союзе с крестоносцами напал на Египет, но потерпел поражение, и в 1275 году Донгола стала вассалом Египта.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Куррал-даш-Фрейраш: Утравӑн чи тарӑн айлӑмӗнче тахҫанах сӳннӗ вулкан кратерӗнче вырнаҫнӑ ҫак ялта XVI ӗмӗрти Сӑваплӑ Клара мӑнастирӗ упранса юлнӑ, ӗлӗк-авал монахиньӑсем кунта час-часах пиратсем тапӑннӑ вӑхӑтра пытанса пурӑннӑ.

Куррал-даш-Фрейраш: В этой деревне, расположенной в кратере давно потухшего вулкана в самой глубокой долине острова, сохранился женский монастырь Св. Клары XVI в., в прошлом служивший монахиням укрытием от частых набегов пиратов.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Патак Палюкӗ текен вӑрӑ-хурах пуян ачисенчен, таркӑн салтаксенчен, ӗҫлемесӗр пурӑнма хӑнӑхнӑ ӑҫтиҫуксенчен пухнӑ ушкӑн таврари ялсене чӑтлӑх вӑрмантан сиксе туха-туха тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашкӑрӗсем пылчӑклӑ аттисемпе таптама, ҫуртсене сирпӗтме, ҫынсене вӗлерме Раҫҫей ҫӗрне тапӑннӑ Германи ӑҫта пулнине те пӗлмен ним айӑпсӑр, сӑваплӑ, ӗҫчен ҫемьене…

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее басмачсем тусемпе сӑртсенче чавнӑ тоннельсенче хӑйсен лашисемпе пытаннӑ, ҫӗрле кӗтмен хӑнасем ҫине тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кумыса ытларах ӗҫсе тултарнӑ куран — ҫӗрле сарайран вӗлле хурчӗ тапӑннӑ чухнехи пек васкаса сиксе тухрӗ, туалет тупайманнипе тӑм хӳме айккине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрре пурте вӑрттӑн пухӑнса ҫар ҫине хӑватлӑн тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

1919 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче хула тӳремӗнче американсен элчисене мирлӗ килӗшӳ тӑвасси тӗлӗшпе килессе кӗтсе тӑнӑ марибор нимӗҫӗсене Рудольф Майстер ертсе пыракан словенсен отрячӗсем тапӑннӑ.

27 января 1919 года мариборские немцы, ожидавшие на городской площади прибытия американской делегации на мирные переговоры, были атакованы словенскими отрядами Рудольфа Майстера.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Америка революцийӗ вӑхӑтӗнче кӑнтӑрти колонисенчи революци ҫарӗсем Квебека «ирӗке кӑларас» шухӑшпа Британи гарнизонне тапӑннӑ.

Во время американской революции революционные войска из южных колоний напали на британский гарнизон в попытке «освободить» Квебек.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Анчах 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗ, Гитлер Совет Союзне тапӑннӑ хӑрушӑ кун, яланлӑхах асӑмра ҫырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Ҫынсем килсе тапӑннӑ тутарсен историйӗпе бӑлхарсен историне уйӑрма пӑрахаҫҫӗ, тутарпа бӑлхар пӗр халӑх тенине йышӑнма пуҫлаҫҫӗ, пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

Тахӑш самантра вӑрмантан упа килсе тухнӑ та пӗр ӗне ҫине тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Ҫывӑхарах тепри вӑйлӑ иксӳ тапӑннӑ ҫын пек ҫинҫе сасӑпа и-июк! и-июк! теме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрҫӑсӑр пурӑннӑ тет, анчах та пӗррехинче вӗсем ҫине ют халӑх тапӑннӑ.

Жили мирно, не тужили, пока не напали на них чужеземцы.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Тӑшман тапӑннӑ хушӑра пограничниксен пӗрремӗш пырса ҫапма тивет вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Ачасем ҫине тапӑннӑ тӗслӗхсем тата миҫе хутчен пулчӗҫ, - пӑлханса калаҫрӗҫ ял ҫыннисем.

Несколько раз бывали случаи нападения на детей, — волновались жители деревни.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ.

После того как пострадавшие пассажиры вышли из автобуса, на них напали насекомые.

Пыл хурчӗсем ултӑ ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34953.html

Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ.

В Никарагуа после атаки африканизированных пчел-убийц погибли шесть человек, в том числе один ребенок.

Пыл хурчӗсем ултӑ ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34953.html

Пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине ултавлӑн тапӑннӑ тӑшмана отпор пама ССР Союзӗнчи халӑхсен мӗнпур вӑйӗсене хӑвӑрт мобилизацилес шутпа, Оборонӑн Государственный Комитетне туса йӗркеленӗ, халӗ государствӑра пӗтӗм власть ҫав Комитет аллинче пӗтӗҫсе тӑрать.

В целях быстрой мобилизации всех сил народов СССР, для проведения отпора врагу, вероломно напавшему на нашу Родину, создан Государственный Комитет Обороны, в руках которого теперь сосредоточена вся полнота власти в государстве.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех