Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранса (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйӑ ҫӗнӗрен тапранса кайрӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗрре «тапранса» кайнӑ халапҫӑ ҫичӗ тинӗс леш енне каҫса ҫичӗ ту хушшине те пырса ҫитет, темле ухмах Йӑвансене ҫичӗ пуҫлӑ ҫӗленсемпе те аҫтахасемпе ҫапӑҫтарать…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тавлашса кайнӑ хыҫҫӑн ӑна хӗнеме тапранса кайнӑ.

После ссоры начал его избивать.

Пенсионера вӗлернӗшӗн 9 ҫуллӑха хупса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37688.html

Пуйӑс тапранса кайрӗ, перрон ҫинчи «генерал» карттуспа сулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Часах унӑн поезчӗ тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Мӗн ятлӑ-ха эсӗ, хӗрӗм? — ыйтрӑм унтан пирӗн поезд тапранса кайсанах.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсем Владимир Петровичпа перрон ҫинче мӗнле сывпуллашнине эпӗ купе чӳречинчен курса тӑтӑм: поезд тапранса кайма пуҫласан Люся Владимир Петрович еннелле туртӑнчӗ, унӑн икӗ аллине те ярса тытрӗ, анчах лешӗ темӗнле хурлӑхлӑн кулса илчӗ те хӗрӗн сылтӑм аллине кӑна тытса чӑмӑртарӗ, унӑн сулахай аллинчи ҫӗпӗр чечекӗсен ҫыххине илме те астумарӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«ВОЛГАХИМ» парк тӑвас ӗҫ халь-халь тапранса каймалла.

Парк «ВОЛГАХИМ» в начальной стадии создания.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тепӗр самантран ачасем лартнӑ машинӑсем тапранса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кузов ҫине хӑпарса ларса ӗлкӗрчӗ ҫеҫ Актай, машина тапранса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ах, тапранса каять ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗтекенсем пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупкалаҫҫӗ, пуйӑс малалла тапранса тӑванӗсене таҫталла илсе каясран шикленеҫҫӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр кӗркунне вара тӗнче вӑрҫи тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫалла ҫирӗм стаканран та ытла сутаймарӑм, пуйӑсӗ тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки урапа ҫине ларса вырӑнтан тапранса кайиччен темиҫе хут та: — Ҫӑнӑхсӑр ан таврӑн! Мемме ан пул! — тесе хытарса каларӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫул ҫинче Мускавалла тапранса кайма хатӗр поезд тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен малтан Юхин вӑранса сехечӗ ҫине пӑхрӗ те поезд тапранса каяс вӑхӑт ҫывӑхарнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттепе анне, ытти тӑвансем ерипен Патӑрьел еннелле тапранса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пӗрисем — билет туянма, теприсем кӗҫ-вӗҫ тапранса каякан автобус патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Поезд тапранса хӑвӑртлӑхне ӳстернӗ сас-шавпа перрон ҫинче алӑри тутрине сулласа тӑракан Улька сассине илтеймерӗм…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех