Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тамӑк сăмах пирĕн базăра пур.
тамӑк (тĕпĕ: тамӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вара Изамбаев тамӑк пек туйӑнакан асар-писер уйра пӗр-пӗччен, хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ан тив тамӑк хуранне лекмелле пултӑр уншӑн, ҫапах вӑл хӑй курайман ҫыннӑн арӑмӗ пулма килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗччен пурнӑҫ — тамӑк, теҫҫӗ мар-и, э-э?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнле пулсан та, хӑвӑртрах ҫак тамӑк хуранӗнчен тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ай вӗҫет вӑл рай пахчи ҫийӗн, анчах тамӑк хуранӗ патнеллех ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ҫак сӳтӗк тункатана тамӑк асапӗнче ҫӑлса, Игорӗн хӑйӗн пурнӑҫне татма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак вӗсем, Пурис тата унӑн хаяр, тискер «конвоирӗсем», ҫӗрпе куҫ ытамне те кӗрейми сарлака, чашласа вӗрекен элес-мелес, катмар, кӑнттам тамӑк хуранӗ чикӗленнӗ тӗле ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра тамӑк алӑкӗ кӗмсӗр-кӗмсӗр кӗмсӗртеттерсе уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫурт патне ҫывхарнӑ ҫемӗн Пуриса уҫҫӑнах курӑна пуҫларӗ: ун тавра ҫур тӗнченех тӑтӑш тытса илнӗ чул хӳме хӳтернӗ, хӳме хапхи ҫине пысӑк хура сас паллисемпе «ТАМӐК» тесе ҫырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫаплах вӗсем ҫумма-ҫуммӑн тӑрса, алла-аллӑн тытӑнса, чашласа вӗрекен, вӗҫӗ-хӗррисӗр асаплӑ сасӑсемпе тулса ларнӑ тамӑк хуранне пӗр харӑс шампӑрр! сикрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӗсем каллех тамӑк хуранӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак кусем шуйттан эшкерне хыҫала хӑварса тамӑк хуранӗ хӗррине ҫитсе тӑчӗҫ, пӗр-пӗрне ӑшӑ, ҫепӗҫ кулӑпа ҫутатса, куҫа кӗрсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун ҫинче, шӑп варринче, элттем-шелттем хӗрлӗ сас паллисемпе «тамӑк хуранӗ» тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑк ӗнтӗ ҫӗр пичӗ пек мар, сӑмах-юмахри тамӑк хуранӗ пек «вӗресе» пӑтрашӑнма пуҫларӗ, урсах кайнӑ ҫил-тӑвӑлӗ ҫынна витӗрех илесшӗн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тамӑк хуранӗ!

— Адская машина!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Тӑхта-ха, тамӑк хуралҫи!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тамӑк хуралҫи!

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Да-а, чӑн та пурнӑҫ мар ку, чӗр тамӑк! — терӗ те вӑл, арӑмӗ ӳленине илтес мар тесе, кухньӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗри ҫатма ҫулаттармалла сана; чӗлхӳне пулах тамӑк хуранӗнче ҫунӑн, чӗлхӳпе ҫамрӑксен ӑсне ҫавӑратӑн», — терӗ карчӑк, мана ҫатмапа хӑмсарса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех