Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такамсем (тĕпĕ: така) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такамсем, хыҫалтан тытса, алӑсене пӑрса лартрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫывӑхрах такамсем калаҫни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑш чух мана хама та ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӗр ҫинче ҫынсем мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑраҫҫӗ пуль: кама та пулин инкек кӑтартакана хӑйне те пурӑна киле мӗнле те пулин инкекпе антӑхтараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑнта такамсем пӑшӑл-пӑшӑл калаҫнине илтсен чие турачӗсене сиркелесе унталла-кунталла пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ача вилӗмӗшӗн те, валтиелсен инкекӗшӗн те хӑй айӑплине пӗлнипе пулӗ Савантер килне тав-рӑнсассӑн та хӑрама пӑрахаймарӗ, халь-халь такамсем килсе хӑйне урама сетӗрсе тухассӑнах, пӑвма тытӑнассӑнах туйӑнчӗ ӑна ялан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра хваттер алӑкне тул енчен такамсем ҫӗр чӗтренмелле тӳн-тӳн-тӳн тӳнккесе, танлаттарса-танкӑртаттарса илчӗҫ, хыҫҫӑнах унта талӑкри сысна ҫури ҫихӗрсе ячӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӳрех илтрӗ: умра, таҫта катара, такамсем, чунтан ҫуйкӑнланса, шӑв-шавлӑ, кӗрӗс-мерӗс калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрашкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл такамсем калаҫнине илтсе тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Велосипедсен резина шинисене такамсем йӑлтах шӑтарса тухнӑ, имӗш.

Резиновые шины велосипедов оказались проколотыми.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Таҫта такамсем вилнӗшӗнех кӑмӑла пӑсас-и?

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Ҫав вӑхӑтра инҫетре те мар такамсем ҫухӑрашнӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем пулнӑ ҫав вӑрманта ун чух, муллапа ун хуралҫисем хыҫҫӑн такамсем чӑнах та темиҫе ухӑ йӗппи кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такамсем, халӑх тӑшманӗсем, тырра Шӗшлӗ патне турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Такамсем ҫав.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Утӑ ҫулакансем хушшинче такамсем кӑшкӑрса калаҫса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрле вӑл такамсем хыттӑн кӑшкӑрашнипе шартах сиксе вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Такамсем калаҫнипе Аспар ҫӗрле вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Урамра шӑпах пек, анчах — сунарҫӑ лайӑхах илтрӗ — вӑрманта ҫывӑхрах такамсем калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вакунсем пушӑ ҫӳремеҫҫӗ: такамсем анса юлаҫҫӗ, такамсем хӑпарса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех