Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралӑхра (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавралӑхра ӳсен-тӑран тӗнчи, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе кӳпчес картне ларса, тӗксӗм симӗсленме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис пӗр супкам ҫак пуҫ ватмӑш тупсӑмне шыраса, пӑшӑрханса-татӑлса, унӑн-кунӑн куҫ ывӑткаласа, ҫухалса тӑчӗ, сӗнкӗ тавралӑхра куҫӗпе ҫав ыйтупа кам та пулин шалти чӑлханчӑкран тухма пулӑшасса кӗтрӗ, анчах никам та курӑнмарӗ, нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр сас-чӳ ҫук каҫхи тавралӑхра.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗр хӗрринчен теприн еннелле курӑнман перопа ҫырнӑн — сивлек тӗпсӗрлӗхӗн вутлӑ йӗрӗсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ, мӗлтлетекен анлӑ тавралӑхра ҫуна-ҫуна е сӳне-сӳне йӑлтӑртатаҫҫӗ, таҫта ҫӳлте пӗтӗмпех хуп-хура сӗмлӗхпе пӗрлешеҫҫӗ.

Уже перелетели с края на край мрачных бездн огненные росчерки невидимого пера, потрясая искаженным светом мигающее огромное пространство. Вверху все слилось в мрак.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Тавралӑхра хура кӗр хуҫа ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, хурахӗсем те вунпилӗк-ҫирӗм ҫухрӑмри тавралӑхра кӑна иртӗхетчӗҫ, вӗсем вӑрманта хӑш тӗлерех пурӑнни те паллӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑват тенӗрен, кунта вӑл юханшывра кӑна мар, пӗтӗм тавралӑхра курӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуркунне — ҫулла тавралӑхра куккук аватни, шӑнкӑрч та шӑпчӑк юрлани, ытти кайӑксем чӗвелтетни-какӑлтатни тавралӑха илем кӳрет.

Весной и летом окрестности украшает пение кукушек, скворцов и соловьев, щебетание других птиц.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Самолётсем вӗҫсе пынине ҫынсем асӑрхамасӑр юлма пултарайман ӗнтӗ, ҫавӑнпа та кунта партизансен питех те пысӑк ҫарӗ пурри ҫинчен ҫӳрекен сӑмах ку тавралӑхра ҫирӗпленмеллипех ҫирӗпленчӗ.

Появление самолетов не могло быть незамеченным, и слухи о громадной армии партизан прочно утвердились во всей округе.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пур-тӑк эсӗ тавралӑхра, пур-тӑк эсӗ ӑспа та, чунпа та капашма май ҫук виҫесӗр инҫетлӗхре — эппин, пурӑнатӑн эсӗ, ҫут тӗнчен чи пӗлтерӗшлӗ те чи мӑн хаваллӑ, ҫирӗп тӗвви — этем.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавнашкал тӗлӗнмелле хитре тавралӑхра пурӑнса сӑвӑсем ҫырмасӑр тӳсме те ҫук ҫав.

Да и нельзя было не писать их среди такой чудесной природы.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тавралӑхра шӑп.

Вокруг было тихо.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тавралӑхра — шап-шур.

Всё было бело.

Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Эпӗ тӗтре карса илнӗ тавралӑхра Крым ҫыранне уйӑрса илесшӗн тинкерсе пӑхатӑп.

В неясной пелене серого неба я старался рассмотреть берега Крыма.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӗвелпе ҫил бруствер тӑприне типӗтсе янипе вӑл тавралӑхра пит палӑрсах каймасть.

Солнце и ветер успели подсушить землю бруствера, и он не был очень заметен.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӳрем тавралӑхра сапаланса ларакан хуторсемпе фермӑсем шуррӑн курӑнма пуҫларӗҫ, хӑйсен кантӑкӗсемпе хӗвеле хирӗҫ савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.

Раскинутые в равнинном раздолье вески и фермы забелели фасадами, радостно заиграли навстречу солнцу светлыми стеклами.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Урасем ҫӑмӑллӑн яра-яра пусаҫҫӗ, ӳт-пӳ вӑйпа тулса тӑрать, тавралӑхра савӑнӑҫлӑ шав кӗрлет.

Ноги ступают легко, тело налито силой, веселый шум стоит вокруг.

XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ун чухне те тавралӑхра паянхи пекех анлӑ шӑплӑх тӑратчӗ, тӑшманӑн кӑткӑс укрепленийӗсем ура айӗнче паянхи пекех выртатчӗҫ.

И такая же просторная тишина господствовала вокруг, и такие же сложные вражеские укрепления лежали у ног.

XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпир пачах урӑх тавралӑхра пулатпӑр, вилӗм, юн, ырату, хӑрушлӑхсем пирӗн хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ…

Ведь мы станем жить совсем в другой атмосфере, по другую сторону смерти, крови, болей и кошмаров…

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тавралӑхра халӗ те куҫа ҫиекен тӗтре тарать.

Едкий туман стоял вокруг.

XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех