Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнӳсем (тĕпĕ: сӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫре кӑсӑклӑ сӗнӳсем пулӗҫ.

В профессиональном плане могут поступить интересные предложения.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кусем — чи малтанхи сӗнӳсем.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Малтанхи ҫулах Радик заводра рационализаторла сӗнӳсем тӑвас енӗпе те ӗҫлесе пӑхма шут тытрӗ, каярахпа ку — унӑн чи юратнӑ ӗҫӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Мӗн чухлӗ рационализаторла сӗнӳсем йышӑннӑ унне!

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл рационализаторла паха сӗнӳсем тӑратать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Ҫывӑхлатас» тӗлӗшпе вара тӗрлӗ сӗнӳсем тӑратаҫҫӗ: чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсене ытларах кӗртсе пымалла, орфографипе вырӑс орфографийӗ майлӑ тумалла, шкулта вӗрентекен чӑваш грамматики те май пур таран вырӑс грамматики евӗрлӗ пулмалла т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйне евӗрлӗ, кӑсӑк сӗнӳсем те ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Доклад тӑрӑх сӑмах илсе ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов Тӑвай муниципалитет округӗ аталанура ырӑ динамика кӑтартнине, чылай отрасльпе лайӑх позицисем пулнине палӑртнӑ, ӗҫе малалла лайӑхлатса пырассипе хӑш-пӗр сӗнӳсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

— Пур хушӑва та тулли кӑмӑлтан пурнӑҫлать, чӗре витӗр кӑларать, тӗрлӗ сӗнӳсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Специалистсем кӑҫал та ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли препаратсен ассортименчӗпе кӑмӑлпах паллаштарнӑ, ҫӗрулми ҫитӗнтерес тӗлӗшпе кирлӗ сӗнӳсем панӑ, им-ҫам сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Конференцире Владимир Расколов (Ачинск), Евгения Акимова (Ермаковски районӗ), Ольга Волоснова (Назаровски районӗ), Петр Мулгачев (Балахтински районӗ), Алексей Анисимов (Больше-Муртински районӗ) тата ыттисем хӑйсен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, крайри чӑвашсен юхӑмне вӑйлатмалли сӗнӳсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Сирӗн сӗнӳсем тухӑҫлӑ пулӗҫ.

Ваши идеи будут продуктивными.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ухӑҫӑсене ӗҫлӗ ҫӗнӗ сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ.

Сейчас Стрельцов ждут новые деловые предложения.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗтмен ӗҫлӗ сӗнӳсем, паллашусем пулма пултарӗҫ.

Этот период принесёт новое окружение и знакомых.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапах та тӑлӑхсем тӗлӗшпе ӳсӗм ҫулне 23 ҫултан чакарма ыйтакан сӗнӳсем килеҫҫӗ.

Однако поступают запросы на снижение возрастного ценза для сирот с 23 лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫемьесенчен ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани вырӑнне альтернативлӑ финанс мерисем палӑртма ыйтакан сӗнӳсем те килеҫҫӗ.

Поступает много обращений семей, в том числе по альтернативным финансовым мерам взамен предоставления земельного участка.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӳршӗллӗ республикӑсенчи хурт-хӑмӑр ӑстисем те сӗнӳсем панӑ.

Предложения внесли и пчеловоды из соседних республик.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Специалистсем кирлӗ сӗнӳсем параҫҫӗ, хӑйсен опычӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Тӗрлӗ пысӑк хушусем, ӗҫсем, сӗнӳсем — вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

«Валентина Васильевна — тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавра курӑмлӑ специалист. Унпа тӗрлӗ темӑпа калаҫма, сӗнӳсем ыйтма пулать. Кӑнтӑрла-и, ҫӗрле-и — пӗрре шӑнкӑравласанах ҫитме васкать. Пирӗн ялта медпункт тата ҫакӑн пек лайӑх фельдшер пуррипе эпир питӗ савӑнатпӑр. Ӑна манран тата мӑшӑрӑмран Викентий Ивановичран пысӑк тав», — уҫать шухӑшне Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Роза Гурьевна Герасимова.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех