Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑпайлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сӑпайлӑ (тĕпĕ: сӑпайлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тен, кирлӗ мар, Кирей, сӑпайлӑ та интеллигентлӑ ҫын пек курӑнать-ҫке хуҫа?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ялан анат вӗҫӗнчен, клуб патӗнчен, килес-ши е килес те мар-ши тесе вӑтанакан сӑпайлӑ хӑна евӗр, ҫамрӑклӑх вӑхӑчӗн юрри-кӗвви майӗпен, асӑрханса хӑпарать, вара ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫак сӑпайлӑ хӗрарӑм Лидӑна прививка тусан, хӑй ҫав вӑхӑтрах унпа ыррӑн шӑкӑлтатсан, вӑл чылайччен ун асӗнчен тухман.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Римма аппа хӑй те ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, ӗҫчен хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

«Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сӑпайлӑ пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллӑ территории пайӗ), «Хӳхӗм пике» - Инна Андреева (Алманч вӑтам шкулӗ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрӑмӗ), «Пултаруллӑ пике» - Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ), «Илӗртӳллӗ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

Светланӑна орденсемпе медальсем панӑ ятпала командирсем те ҫырнӑ, вӗсем инҫетри Атӑл хӗрринчи карчӑкпа старике сӑпайлӑ та паттӑр хӗр ӳстернӗшӗн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулмалла», — терӗҫ юнкорсем.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн шавсӑр та сӑпайлӑ туй пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑра ырӑ сунса, сӑпайлӑ тыткалама тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна пула унӑн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, хӑйне сав тери килӗшнӗ каччӑпа тӗл пулма май килмерӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӑпайлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ та яштак хӗре управленине час-час пырса ҫӳрекен ҫамрӑк прораб, Петя Тосов куҫ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӑмах май Пакӑш ҫыннисем питӗ сӑпайлӑ, культурӑллӑ пулни ҫинчен асӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

— Ваҫиле вӑтанчӑк, сӑпайлӑ

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр хӑйӗн шанчӑклӑ та сӑпайлӑ тусне Наҫтука хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама ӗлкӗрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вун ҫиччӗре, вун саккӑрта – Хӗрпе каччӑ вӑхӑчӗ, — хура ҫӳҫлӗ те сӑпайлӑ Санюк такмакласа пӗтерчӗ те Нюҫҫа умне ҫитсе урине тап! тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальхи пек лавкка умӗнче ерех ӗҫсе супса ларакансем мар, пӗтӗм тӗнчене ҫӑтмах туса хума пултаракан вӑйлӑ йӗкӗтсемпе сӑпайлӑ хӗрупраҫсем кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Енчен те пӗрисем лидер енӗсене кӑтартаҫҫӗ пулсан, теприсем хӑйсене сӑпайлӑ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Манӑн сана ҫакна та калас пулать: пирӗн генерал ҫав тери сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ калаҫакан ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑн пек лӑпкӑ та сӑпайлӑ ӳснӗ Тихӑн.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех