Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавсӑрах (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Славик хӑйне кӗтмен ҫӗртен сӑлтавсӑрах кӳрентернӗ ҫын вырӑнӗнче туйма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ларсан-ларсан, чунӗ пӗрре хурланса, тепре сӑлтавсӑрах хӑпартланса килнӗ пек пулчӗ, ыратупа ылмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӑлтавсӑрах кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗлме хӗн: те куҫӗ ҫавӑн пек унӑн, те хӑй сӑлтавсӑрах кулса ҫӳрет…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр сӑлтавсӑрах ҫапа-ҫапа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пултарусӑр, талантсӑр ҫынсене, вӗсен шутне хам та кӗретӗп пулин те, эпӗ юлашки вӑхӑтра чӑтма пултараймастӑп, манӑн, вӗсене курсан, темшӗн сӑлтавсӑрах ҫилӗ тӑвӑлса килет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Автобус чарӑннӑ тӗле пырса, ним сӑлтавсӑрах пӗр ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе амантса пӗтерчӗҫ, эпӗ ун хутне кӗме тӑрсан, хама хӗнесе тӑкрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Сӑлтавсӑрах ырламасть Глафирӑна ку — ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм пирки унӑн вӑрттӑнтарах шухӑш пур-тӑр».

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Енчен те эпир тӗрлӗ каналсемпе таварсене халӑх патне илсе ҫитерме условисем хатӗрлесе паратпӑр пулсан, кун пек чухне таварсен хакӗсем сӑлтавсӑрах ӳссе каяссинчен те сыхӑ тӑма те аванрах.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Йыснана тата сыснана кӑларакан шӗвеке пӗр сӑлтавсӑрах, виҫерен те шутран тухса, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ейӗве ярӑнса лаккани те сахал мар пулчӗ, ҫавна пулах вӑл эрех чирӗпе чирлесех кайрӗ, ҫутӑ куна урӑ куҫпа курайми те пулчӗ, кӳпченӗ пичӗ тӗксӗммӗн ҫатраланса, самаях сӑнсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Этем пӗр сӑлтавсӑрах хавшакланать, чирлет е хӗн курсах пурӑнать пулсан, пӗлӗр: ун юнне, вӑй-халне, ҫынсем калашле, энергетикине пӗр-пӗр шуйттан (вампир, хура ангел…) ӗмсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗнче те, арӑмӗнче те ҫак чӑтма ҫук йывӑр хуйхӑ-суйхӑ «хура пӗлӗтне» самантлӑха та пулин сӗвӗртсе, вашкӑртса ярас, манӑҫа хӑварас тесе-ши, пӗррехинче Ула Тимӗр Полинӑна пӗр сӑлтавсӑрах эрех черкки сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн юлташӗ те пӑлханать пулас, сӑлтавсӑрах хӗреле-хӗреле каять, Василий Петрович ҫине именчӗклӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

- Хальлӗхе ман пата продукци пуҫтаракансем сӑлтавсӑрах килти хуҫалӑхсене сахалрах тӳлесе кӳрентернӗ тӗслӗх ҫитермен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

«Йӳтени йӳтенех те-ха вӑл, Цэрнэ, анчах пӗр те пӗр ӗҫе тытӑнчӗ пулсан, ку унӑн сӑлтавсӑрах мар. Пӗлӗт ҫинчен татӑлса анман ӗнтӗ ку. Старик мӗне те пулин туйнах…»

«Дряхлый-то он дряхлый, этот Цэрнэ, но если уж взялся и сделал работу, на это есть причина. Это не с неба свалилось. Почувствовал что-то старик…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӳсӗрӗлсе ҫитсен, унӑн пӗр сӑлтавсӑрах макӑрас йӑли пур.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫтаппан ывӑлне тимлесе итленӗ май икӗ общинӑна сӑлтавсӑрах Михха ҫапӑҫтарса янине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, ун чухне арӑмне сӑлтавсӑрах хӗнесе пӑрахнӑ пек ӗненме пуҫласа, хӑйне хаяррӑн ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна ҫеҫ лайӑх ӑнланчӗ: ашшӗ ним сӑлтавсӑрах нихҫан та кунашкал авӑкланманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑлтавсӑрах ҫав тери ан кулян-ха.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех