Шырав
Шырав ĕçĕ:
Поэзи пулсан — вӑл мантартӑр ӗҫке; Сӑвва сыпкӑмшар астивсессӗн, Калатӑр этем: «Ку тата тутлӑ-ҫке!
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӗсенче йӗркесем йӗркеленеймен, сӑвва сӑвӑ тӑвакан, илемлетекен сӑмахсем ҫук, рифмисем «утатӑп-тайкаланатӑп».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Темиҫе хут та вуланӑран Марье ӑна, чуна тивекен сӑвва пӑхмасӑр каланӑ пек, пӗр сӑмах сиктермесӗр аса илет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
76 ҫулхи Василиса аппа хӑйсен ялӗнчи салтаксен ячӗпе ҫырнӑ сӑвва та вуласа пачӗ.
Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/
Ҫак ушкӑнри «Эс лӑпкӑн кулнӑ чух тӗнче ҫап-ҫутӑ» сӑвва автор туйӑмсем пиҫсе ҫитсен, юратупа пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхса ҫырни тӳрех палӑрать:
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Ачасем ялав ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хавассӑн вӗреннӗ:
Ачасем ялав ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хавассӑн вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3399729
Пичетленӗ япӑх сӑвва каялла ҫулласа илме ҫук.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.
Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Ксюша куракансем умне тӑчӗ те сӑвва пӗрремӗш класс ачин интонацийӗпе пӗр такӑнмасӑр каласа пачӗ.
Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605
Тӗрӗссипе, ҫав сӑвӑра икӗ-виҫӗ сӑмах улӑштарма кӑна пулӑшнӑ мана Ямаш Ваҫҫи, ҫапах та вӑл мана ку сӑвва иксӗмӗр пӗрле ҫырнӑ тесе калама сӗнчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унта хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем сӑвва илемлӗ каласа хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/
Сумлӑ жюри пайташӗсем — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑвӑҫ — сӑвва уҫӑмлӑн, интонаципе каланине, чарӑну тунине итлесе хак пачӗҫ.
«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/
Нумай пулмасть кӑна-ха, сире куриччен пилӗк-ултӑ кун каялла, вӑрманта чечексем пуҫтарнӑ чух, эп ӑсра хам сисмесӗрех ҫав сӑвва юрлама пуҫланӑ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Юлашки кӗнекине сутса ярсан, хайхи чаплӑ йӗкӗт ман ума пычӗ те: — Паллашар, тӑванӑм, эпӗ — «Хунар ҫути» сӑвва ҫыраканни, Шупуҫҫынни, Николай Васильевич, — тет.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Тем, астумастӑп эп ун пек сӑвва.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ӑна Лермонтов сӑввинчи юрласа вӗҫекен пирӗшти аса килчӗ, — вӑл сӑвва Кӗҫтук чӑвашла куҫарнӑччӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шупуҫҫынни ку сӑвва хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех туйӑнчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хитре чечеклӗ кӑвак платье тӑхӑннӑ та кил хуҫин вунӑ ҫулхи хӗрачине темӗнле сӑвва пӑхмасӑр калама вӗрентет.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Вырӑна ҫитиччен пӗр кун маларах эп ӑна хам ҫырнӑ сӑвва патӑм.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Эпӗ сӑвва калама тытӑнтӑм.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.