Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулмаклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сулмаклӑ (тĕпĕ: сулмаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралҫӑ сарай ҫумне тӑратса хунӑ сулмаклӑ туйине каллех алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Самай сулмаклӑ пӑшал чӑлан алӑкне хупнӑ чухне аллинчен тухрӗ те ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак вӑхӑтрах кӑкӑр ҫине йывӑр та сулмаклӑ япала ҫакӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсен ярӑмӗ сулмаклӑ утӑмсемпе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫамрӑк, пӳ ҫитӗннӗ каччӑ сулмаклӑ хура чӑматанне алӑран алла улӑштара-улӑштара тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫапах та сулмаклӑ шыв юхӑмӗ ӑна анаталлах тӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑп витӗмлӗ те сулмаклӑ сассине илтсе, ытти салтаксем те, штыксене малалла кӑнтарса, фашистсем ҫинелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Асӑннӑ ҫитӗнӳсенче хуҫалӑхӑн ферминчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан Надежда Разиновна Федорова тӳпи уйрӑмах сулмаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

Хӗрхӳ, анчах ӗмӗрлӗхех асра юлакан тӳрӗ пурнӑҫ маякӗ пулса ӳкрӗҫ пирӗн чун-чӗрене аттен ҫак сулмаклӑ, сӑваплӑ, ырӑ сунӑмлӑ сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ку сулмаклӑ сӑмахсем ытла та ҫывӑх, вӗсене таҫта пӗрре илтнӗ пек туйӑнчӗҫ мана.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«А-а, апла-и-ха эс?» — самантрах шалтан «тивсе» кайрӗ халӗ Ула Тимӗр, Пурисран супса иртсе малалла ҫурма сулмаклӑ утӑмсемпе тӗрмекленекенскер, вара, пуҫне каялла ҫавӑрса илсе, пӗр шелсӗр «ҫавине чул ҫине тӑрӑнтарчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кая юлса килнӗшӗн каҫару ыйтатӑп, ҫулӗ ҫав тери инҫе пулчӗ, тата сирӗн ятпа янӑ телеграммӑсем, парнесемпе кучченеҫсем те ҫав тери сулмаклӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн сулмаклӑ та ҫивӗч утти ҫар ҫыннин уттине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евҫей Антонович вӑтам пӳ-силлӗ, хыткан, анчах патвар шӑнӑрлӑ; ун кӗлетки каччӑнни пек пиҫӗ, йӑрӑс, утти сулмаклӑ та ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫтаппан Мыйракин сулмаклӑ аллине, ярса тытма ӗлкӗрсе, тимӗр хӗскӗчпе хӗстернӗ пек чӑмӑртаса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки ҫулсенче завод сулмаклӑ утӑмсемпе аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вулакан хӑех шухӑшласа пӑхтӑр, хӑйне валли пӗр сулмаклӑ пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ тутӑр!

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Кунтан, тен, пӗр ҫӑкӑр пӗҫермелӗх те тухӗ-ха тесе сулмаклӑ кӗлтине вӑл купа ҫине майлаштарса хурать.

а из того поди и целый каравай. Связав сноп, он с радостью укладывает его в скирду и снова жнет, жнет, жнет…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн енчен пит сулмаклӑ Хветле сӑмахӗ Микки умӗнче, мӗнпе пӑхӑнтарать вӑл упӑшкине, ӑна ни Марфа Ефимовна, ни пуп пӗлмеҫҫӗ.

Чем умела усмирить разбушевавшегося мужа Фекла, каким волшебным словом, не знали ни Марфа Ефимовна, ни сам поп.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Галимджан хӑйӗн сылтӑм хулпуҫҫийӗ ҫинче Мӗтрин сулмаклӑ алли выртнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех