Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех такам, хура костюмлӑскер, тухтӑр пек сивлек сӑнлӑскер, тӗлӗнтермӗш лашасене ҫавӑтса кайрӗ, акӑ хӑнасем патнелле тутар калпакӗпе сулкалашса килти фланель костюм тӑхӑннӑ аллӑ ҫулсенчи ҫын велосипедпа ҫывхарать; ҫӳҫне шакла кастарнӑ, тип-тикӗс хырӑннӑ, куҫӗсем шӑтарасла ҫивӗч, ашкӑнчӑк, тачка, ӑслӑ сӑн-питлӗ, йӑрӑ, вӗчӗрхенчӗк те уҫӑ сасӑллӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Леш тӗнчене кайнӑскер аллипе сулкалашса гримпа тӑнине, юрланине уҫӑмлӑнах курчӗ те Бевенер — ӑна тӗлӗнмеллерех хумхану ҫавӑрса ытамларӗ.Он ясно увидел покойного в гриме, потрясающего рукой, поющего — и странное волнение овладело им.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.
Эли, аллисемпе хевтесӗррӗн сулкалашса, аялалла пӑхма пикенчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Гимнаст унпа пуҫӗ тӑрринче сулкалашса пӑхрӗ, унтан — тӗрӗслемелӗх — мумисенчен пӗрне мӗн пур вӑйӗпе шанчлаттарчӗ; йывӑҫ касӑлса-тӗпренсе арканчӗ те — пиеленӗ фараон ун ӑшӗнчен чӑкӑл-макӑл кусса тухрӗ, хӑйне питех те тӑрӑшса витнӗ-сапнӑ тахҫанхи-тахҫанхи духи шӑршине кӳ-ӳ сапаларӗ.
II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
— Пусӑра горизонталь ҫула чавма пуҫламашкӑн ирӗклӗ пулмалла, — хушса хучӗ Ботредж, — чавсасемпе ҫурӑм тӑпрана сулкалашса ывӑтма ан кансӗрлеччӗр.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ултӑ ҫын ура тупанӗпе харӑс сулкалашса, ирӗклӗн лармалӑх тункатасене шурлӑх-путлӑхра кӑкласа ҫӳренӗ вӑхӑтра, пур-ҫукпа тӑранкаласа пурӑннӑ авӑкра, ҫӗр-шыври ҫапкаланчӑксемпе кӗрешнӗ чухне тата хӑйсен пулас йӑвисен никӗсӗ валли сӑвай ҫапса тар юхтарнӑ тапхӑрта Кантервиль колонийӗнче пурӑнакансем пирки никам та япӑх калаҫман.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Япӑх тумланнӑ, имшер сӑн-питлӗ ҫын ҫул юпленнӗ ҫӗрте уттине вӑрахлатрӗ, алӑ саквояжӗпе сулкалашса ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхкалать, иртен-ҫӳрене — унӑн иккӗленӗвне сирме пултаракансене — шырать ахӑр.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
— Салам! — ӗренкесӗр, ҫӗтӗк шлепкине сулкалашса кӗмсӗртетсе хайхискер.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӑмӑл-ӗмӗтсӗр, шухӑшсӑр тӑрать вӑл ҫаран хӗрринче; пушӑ та ҫынсӑр ҫак утрав ҫинчи пӗчӗк ҫӑтмах йышши — илемлӗскер те ӑнсӑртскер — пурнӑҫӗнче тата мӗскер пулнӑ-ши, пур-ши тесе аса илӳпе куҫҫульленчӗ; пурнӑҫ йывӑрлӑхӗпе унти ӗҫ-пуҫа, тем те пӗр ӗҫлесе-курса ҫӳренӗ чухнехи тӗттӗм тапхӑрсене ҫапла кӗтмен ҫӗртен ас тӑвӑмӗнче ҫухатнипе савӑнчӗ-киленчӗ; ҫавӑн чухне чун малтанхи хуппине сӳсе пӑрахать те — ҫунаттисемпе сулкалашса лӗпӗш хурчӗ евӗр ҫывӑрать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Аллисене ҫӗклетчӗ те — вӗсемпе халь-халь вӗҫсе хӑпарасла сулкалашса Лонгрена хирӗҫ сывлӑшӗ пӳлӗнсе ҫитичченех чупатчӗ.Она еще издали всплескивала руками, а затем бежала навстречу Лонгрену до потери дыхания.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кроксторн хуторӗнчи ҫын пушшипе сулкалашса илчӗ те Эмиле пӗр эре те пӑрахса памарӗ.Хозяин Кроксторна замахнулся кнутом и не кинул Эмилю ни эре.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Урам вӗҫӗнче эпӗ пӗр ушкӑн пуянсем старостӑпа тата Кузьминпа пӗрле тӑнине асӑрхарӑм, вӗсем ним тумасӑр, курма пынӑ ҫынсем пек, кӑшкӑрса, аллисемпе, патаксемпе сулкалашса тӑратчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫаннисене тавӑрса чышкисемпе сулкалашса, вӑл лавка патне ҫапӑҫма хатӗрленнӗ автан пек утса пырать те, пур вӑйпа, хӑрлатса кӑшкӑрать:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«ЗИЛ» тавра, аллисемпе сулкалашса, шавласа, шоферпа тепӗр ҫын — управдом пулӗ, терӗм эпӗ ӑна — умлӑн-хыҫлӑн чупса ҫӳреҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпӗ кокс кӑмакисем патӗнче мӑн хырӑмлӑ мастер алли-семпе сулкалашса кӑшкӑрнине ҫеҫ куртӑм:Я видел только, как толстобрюхий мастер взмахнул руками у коксовой печи и заорал:
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Акӑ, аллисемпе сулкалашса, тӗкӗр ҫине такамӑн кӳлепи ыткӑнчӗ, — куҫӗсем юнпа пӗвеннӗ.Вот, влетела, раскинув руки, в зеркало чья-то фигура, с залитыми кровью глазами.
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл аллисемпе сулкалашса улӑпсем пирки калани кулӑшла та, ҫепӗҫ те.Было смешно и нежно, когда она всплеснула руками, говоря о великанах.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кун хыҫҫӑн ача-пӑчасем пирӗн еннелле ҫул тытрӗҫ, чӑмӑрӗсемпе сулкалашса хӑйсем тем кӑшкӑра-кӑшкӑра яраҫҫӗ.Теперь мальчишки направились в нашу сторону, что-то кричали, размахивали кулаками.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Арҫынсем, аллисемпе сулкалашса, хыттӑн калаҫаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ пулмасть // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.