Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнсе (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картлашка тӑрӑх сирпӗнсе аннӑскерне вӑл хӑтӑрса тӑкма та хатӗрччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик лаши хыҫҫӑн хӑйӑр сирпӗнсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрсем те, кайӑкла ир вӑранаканскерсем, уҫӑ сывлӑша сирпӗнсе тухнӑ, барак умӗнче пӗр-пӗринпе тӗрткелешсе тем ҫуйхашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ещӗк уҫӑлса кайрӗ, унтан ҫӗмӗрӗлнӗ ҫӑмартасем сирпӗнсе тухса кино юратакана хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн вӗсем тупӑран персе янӑ пек сирпӗнсе тухма тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паллӑ, ҫӑл куҫри шыв та, унтан сирпӗнсе тухнӑ юшкӑн та питӗ сиплӗ, тулӑхлӑ япаласем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уҫса хунӑ шӑтӑкран урама сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович ун хыҫҫӑн сирпӗнсе пыма пуҫланӑччӗ, виҫ-тӑватӑ арҫын утса килнине курчӗ те каялла кӗрсе тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ.

Вчера, 30 июля, мяч игроков в баскетбол отлетел в сторону и попал по голове 3-летней девочки.

Вӑйӑ лапамӗнче аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35603.html

Кӗлет хӗрринчен сӑрхӑнакан кантра пек шыв юххи, урасем ҫине сирпӗнсе, хӗрсене тата шаларах хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кайри хӑрах кустӑрма ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, лаша кӑшт ҫеҫ хускалтӑр, аялти ӳречене малти сылтӑм кустӑрмапа кӑшт ҫеҫ лектертӗр — лав сӑрт тӗпнелле сирпӗнсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унччен те пулмарӗ, вӑл урай варринелле сирпӗнсе кайрӗ те, Сантӑрӑн лутра та сарлака кӗлетки алӑк анлӑшне тултарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Столовӑйран» Ваҫка-Васка Тимукӗ сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ура айӗнчи шӑтӑк-путӑклӑ бетон ҫинче шӗвӗ пылчӑк лӑчӑртатса тӑнине, сирпӗнсе вараланине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна ташлаҫҫӗ хавас мӑшӑрсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ куртка ҫинчи ӳкерчӗке пӗрремӗш хут курнӑн пӑхса тӑтӑм: сӑвай тукмакӗ, ун айӗнчен вут-хӗм сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйне хирӗҫ ҫӑвар уҫнине юратман Турунов лайӑхрах хӗстерсе илчӗ те хайхискерсене — хирӗҫӳ ҫивӗчленсе кайрӗ, хӗрӳ тавлашура ҫыру пирки сӑмах сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн ҫывӑрма ҫеҫ пӗлетӗр! — йыттисене вӑрҫрӗ пӳртрен сирпӗнсе тухнӑ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑн-чӑн уроксем пулманнипе савӑнса вӗсем шкултан сирпӗнсе чупса тухрӗҫ.

Довольные тем, что не было настоящих уроков, они врассыпную выбежали из школы.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Хыҫлӑ ҫуна хыҫҫӑн хытӑ юр пӗрчисем кӑна сирпӗнсе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех