Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗтменччӗ каччӑ хӗрӗ ӑна самантрах, кӑвак хуппи йӑлт туса иличченех, тутаран та, питрен те, куҫран та, хӑлхаран та чуптуса илме ӗлкерессе.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Унтан вӗсем иккӗшӗ те ҫӗмрен йӗппине куҫаҫҫӗ самантрах.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тахҫан юр ҫине пашт ӳксе унчченхи хура ҫӳҫне самантрах кӑвакартнӑ Ултутти инке ҫӳҫӗнчен те шурӑрах унӑн ҫӳҫӗ.
Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫав самантрах пистолет сасси янраса кайнӑ — юлташӑн сулахай ури тӗревне ҫухатнӑ.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Юлташӑм пӗр арҫынна самантрах ҫапса антарнӑ.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫав самантрах ҫыран хӗррипе, Юсуп роти кӗпер патне килнӗ ҫулпах, пирӗн танксем килсе ҫитнӗ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫак картинӑна Сергей Петровичпа хӗрсем пристань дебаркадерӗ ҫинчен курчӗҫ, анчах унта чупса кайма ӗлкӗреймерӗҫ: ку ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт, темиҫе самантрах пулса иртрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав самантрах пирӗн пата темиҫе хӗрарӑм тата милиционер чупса ҫитрӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Атте макӑрас пекех ӳкӗтлетчӗ. темшӗн каҫарма ыйтатчӗ, анне вара ӑна ҫав самантрах килтен тухса кайма хушатчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вара такамӑн уҫӑ сасси юрӑ пуҫласа ячӗ, самантрах ӑна пӗтӗм зал ярса илчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав самантрах автобус килчӗ те, Люся ларса кайрӗ.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗвел анса ларнӑран кӑштах тӗттӗмленме пуҫланӑ пӳлӗмре эпӗ хӗрача пӑлханнине те, унӑн пичӗ хӗрелсе кайнине те, куҫӗсене темӗнле тӗтре карса илнине те асӑрхаймарӑм, анчах ҫав самантрах хӗрӗн кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннине унӑн сасси чӗтренсе тухни систерчӗ мана.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
— Халех, ҫак самантрах, сӑмах татса калаймастӑп, Мария Тимофеевна.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрсем Ваҫука самантрах хупӑрласа илчӗҫ, хывӑнтарчӗҫ те шалти пӳрте сӗтӗрсех кӗртрӗҫ, пукан ҫине лартрӗҫ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Капан пек вут-ҫулӑм ҫӗкленчӗ танк умӗнче, самантрах вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнма пуҫларӗ, хура тӗтӗм карса илчӗ ӑна.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улькан сӑн-пичӗ ҫав самантрах пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел пек тӗксӗмленчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫитменнине, пӑрахучӗ те ҫак самантрах килес ҫук-ха.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ваше сиятельство, эсир калакан хакпа килӗшсе, укҫине ҫак самантрах парса татакан хуҫа тупма хӗн пулмӗ-ши?
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗненмесен, ҫак самантрах баржа ҫине кайса тӗпчеме пултаратӑр.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.