Шырав
Шырав ĕçĕ:
Катӑлнӑ уйӑх вӑрманлӑ тусенчен ҫӳлерех хӑпарса, пӳртсен ҫивчӗ тӑррисене уҫҫӑн ҫутатрӗ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Начальникӗн хунарӗ хура чуста евӗр пылчӑклӑ сукмака, пӳртсен шурӑ стенисене е хӑй умӗнче тӳрӗленсе тӑракан часовойсен вараланнӑ аттисене ҫутатса илет.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Таврари япаласем пурте — ҫӗр те, пӳртсен тӑррисем те шап-шурӑ курӑнаҫҫӗ, йывӑҫсем чӗнтӗрленӗ пекех лараҫҫӗ — вӗсен турачӗсем юрпа витӗннӗ.Все побелело вокруг: и земля и крыши, а деревья стояли как кружевные — все веточки облепило снегом.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Хӗлле кунсем кӗске; хӑвӑрт тӗттӗмленет; каҫхи апат ҫийиччен чылай малтан Инҫетри урамӑн юрпа витӗннӗ лӑпкӑ сачӗсемпе пӳртсен шурӑ ҫивиттийӗсене ҫӑлтӑрсем витсе хупӑрласа илеҫҫӗ.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӳртсен мӑрйисем ҫук, мӗншӗн тесен Антонеску вӗсемшӗн парӑм хурать.Хаты без дымоходов, потому что каждый дымоход Антонеску облагает налогом.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл хыҫра юлнӑ ҫӗршер ялсем пекех пулнӑ: ҫавнашкалах ҫурри таран вилсе пӗтнӗ, ыйхӑллӑ, пушӑ пӳртсем салхуллӑн курӑннӑ, пӳртсен ҫийӗсенче — йӗпе улӑм, трубасенчен шӗвек тӗтӗм тухнӑ… —
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Пӳртсен пӗр енӗ сасартӑк хуралса хӑмӑрланчӗ.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗвел кӑнтӑралла сулӑннӑ, хӑйӗн ылттӑн пайӑркисемпе вӑл кивӗ чиркӳ тӑррине, лапчӑк пӳртсен пӗчӗк чӳречисене йӑлтӑртатать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӳртсен ҫийӗсене чылайӑшне улӑм витнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вунӑ чалӑш сарлакӑшлӗ ҫул хӗррине йӑпшӑнса ларнӑ пӗчӗк пӳртсен чӳречисем хӗвелпе йӑлкӑшаҫҫӗ.Сверкали стекла в окнах домков, приютившихся у широкого десятисаженного тракта.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Шап-шурӑ пӳртсен чӳречисем сарлака та аслӑ ҫул ҫинелле пӑхаҫҫӗ.
1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑрмансем таткаланӑ горизонт хыҫӗнчен тӑм пӳртсен ушкӑнӗ тухать.Из-за горизонтов, лесами сломанных, толпа надвигается мазанок.
Пирӗн ҫамрӑксене // Петӗр Ялкир. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 30–35 с.
Пӳртсен хушши тӗттӗм, тӑвӑр, темле арӑш-пирӗш япала нумай, Шерккей лутра пусмапа пит сыхланса анчӗ, пӗчӗк пӳртӗн алӑкӗ умне ҫитсе чарӑнса тӑчӗ, унтан тӑкӑр-тӑкӑр шаккарӗ.Шерккей осторожно сошел по ступенькам, что вели к двери, остановился и, тихо постучав, проговорил:
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗвел анӑҫалла пытанас патнех ҫитнӗ, айлӑмра вӑрӑм мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, инҫет каҫхи тӗтрелӗхе кайса ҫухалать, хӗвелӗн юлашки чалӑш пайӑрки айӗн кӑна, сӑрӑ мӗлкесем витӗр, е тӑм пӳртсен шурӑ стенисем, е кӑварлӑн ялкӑшакан кантӑксем, е тата, инҫетри чиркӳ хӗресӗ хӗмленсе ҫиҫни курӑнса каять.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Исландецсен мӗскӗн ҫурчӗсене тӑпрапа торфра тунӑ, вӗсен стенисем шалалла чалӑшса тӑраҫҫӗ; тӳрех ҫӗр ҫине ларнӑ чалӑш ҫивиттиллӗ хӳшӗсем евӗрлӗ; ҫав ҫӗр пӳртсен ҫийӗсем лайӑх ҫарансем пулса тӑраҫҫӗ: пӳрт ӑшшипе курӑк аван ӳсет, вара ӑна ҫулла тирпейлӗн ҫулса пуҫтараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӑйпе хӑй вӑл, килсӗр ҫулҫӳревҫӗ пулса, ялти пӳртсен чӳречисем умӗнче Христос ячӗпе ыйткаласа ҫӳренине курсан, ӑна кичем пулса кайрӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шурӑ халатсем тӑхӑннӑ пирки палӑрми пулса, вӗсем юр тӑрӑх, пӳртсен мӗлкисенче пытанса, канавсем тӑрӑх пытанса упаленнӗ.Невидимые в своих белых халатах, они ползли по снегу, прячась в тени хат, прокрадываясь рвами.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Олёна пӳртсен шӑнса ларнӑ чӳречисем ҫине пӑхрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Урамӑн ик енӗпе те пӳртсен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, ҫул ҫине хӗрарӑмсем, хӗрсем, стариксем тухрӗҫ.По обеим сторонам улицы открывались двери изб, на дорогу выходили женщины, девушки, старики.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӳртсен чӳречисем пурте тӗттӗм пулнӑ.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.