Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтӑрмахсем (тĕпĕ: пӑтӑрмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей Метелкин сӑмаха малалла тӑснӑ май, тепре чухне строительство организацийӗсенче пӑтӑрмахсем пулни пирки чарӑнса тӑнӑ, предприятисенче документсене ҫителӗклӗ таран тӗрӗс йӗркелесе пырайманнине асӑннӑ, сӑрӑ схемӑпа ӗҫлекенсем саккунсене пӑскалани куҫ кӗретех тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗр енчен, ку лайӑх, тепӗр енчен вара ҫакна пула ӗҫре пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

С одной стороны, это хорошо, а с другой – может принести проблемы на работе.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Усал тӑшмансем виҫӗ енлӗн пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Пӑтӑрмахсем, паллах, вӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Мӗнешкел пысӑк вӑрҫӑра ҫӗнтертӗмӗр те, пурнӑҫри пӗчӗк пӑтӑрмахсем умӗнче алӑ усмалла-и?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Тӗнчере пулса иртекен пӑтӑрмахсем пире тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

…Анчах каярахпа пӑтӑрмахсем пуҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑтӑрмахсем сиксе ан туччӑр тесен пӗлсе калаҫӑр.

Чтобы избежать проблем, следите за своими высказываниями.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сире пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем юратнӑ ҫынна пусараҫҫӗ.

Все проблемы, которые возникали в быту из-за вас, давят тяжёлым грузом на плечи вашей половинки.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Партнер ытлашшипех тӑкакланипе сирӗн ума пӑтӑрмахсем тухма пултараҫҫӗ.

Если ваш партнёр, наоборот, слишком много тратит, у вас из-за этого могут возникнуть проблемы.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫлӑхпа е документсемпе пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултарӗҫ.

Возможны проблемы с начальством или с документами.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне варринелле пӗчӗк пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ, пӑшӑрханма, вӗчӗрхенме пултаратӑр.

Но ближе к середине вас начнут одолевать мелкие неприятности, посетит беспокойство, раздражительность.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне варринче ҫывӑх тӑвансемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ.

В середине недели вам грозят какие-то неприятности, связанные с кем-то из близких.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ, хирӗнмеллисем тупӑнӗҫ.

В начале периода Вам придется возникнет множество проблем, трений с окружающими.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр пурнӑҫра пӑтӑрмахсем пулӗҫ, ку юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне кӗвӗҫнипе ҫыхӑннӑ.

Будут проблемы на личном фронте, рождённые непониманием или же недоверием.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑх тӗлӗшпе пӑтӑрмахсем пулма пултарӗҫ.

Могут образоваться некоторые проблемы со здоровьем.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӑтӑрмахсем сиксе тухсан характерӑн ҫак енӗ сире питӗ пулӑшӗ.

Оно станет лучшим помощником при встрече на пути каких-то проблем и неурядиц.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсене пула пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ.

Это может принести неприятности.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ, документсенче йӑнӑшсем тупӑнӗҫ, ҫавна май тӑкакланма та тивӗ.

Во второй половине могут возникнуть затруднения и препятствия, в документы могут вкрасться ошибки, из-за чего возникнут дополнительные расходы.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех