Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсма (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхра ахальтен мар: «Пӗр кашӑк тикӗт пӗр пичке пыла пӑсма пултарать», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ачана ҫапла калаҫса пӑсма килтӗн иккен-ха ман пата», — тесшӗнччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пит те пултараҫҫӗ-ҫке ҫаксем ман кӑмӑла пӑсма! — вӗреме кӗчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫук, ку вӑл ӗҫленӗ-ӗҫлемен пысӑк укҫа ҫапакансене, халӑх пурлӑхне салатакансене, брак тӑвакансене ырӑ кӑтартни, ӗҫ йӗркине пӑсма пулӑшни, юлташа ура хуни, хӑвӑншӑн ҫеҫ тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пӑсӑлса пыни, ыттисене те пӑсма пултарни — темех мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑсма тытӑннӑ ҫурт Омежников пӳртӗнчен кӑштах ҫӳлерех ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав тӗнче пӑсма памарӗ ачамсене.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗрин, Ҫтаппанӑн, нимӗнле меслетрен те ютшӑнмасӑр пурлӑх пухмалла, ӗмӗтсӗрлӗхе пула шалтан йӑшса, ҫӗрсе пымалла, ыттисене те пӑсма тӑрӑшмалла, теприне вара, сана, ҫакӑ пачах та килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑшман йышӑнса илнӗ районсенче партизансен отрячӗсене, юланутлӑ тата ҫуран партизансен отрячӗсене тӑвас пулать, тӑшман ҫарӗн чаҫӗсене хирӗҫ кӗрешме, пур ҫӗрте те партизанла вӑрҫа чӗртсе яма, кӗперсене, ҫулсене сирпӗтсе аркатса тӑкма, телефонпа телеграф ҫыхӑнуне пӑсма, вӑрмансене, складсене, обозсене ҫунтарса яма диверсиллӗ группӑсем тӑвас пулать.

В занятых врагом районах нужно создавать партизанские отряды, конные и пешие, создавать диверсионные группы для борьбы с частями вражеской армии, для разжигания партизанской войны всюду и везде, для взрыва мостов, дорог, порчи телефонной и телеграфной связи, поджогов лесов, складов, обозов.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

— Паҫӑр пӗрре каларӑм, халь татах калатӑп: Нарспие пӗр тиркемесӗр мухтани хӗрарӑмсен кӑмӑлне пӑсма, вӗсене ытлашши чӑрсӑрлатма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн экологи балансне пӑсма ирӗк ҫук, пирӗн ҫитес ӑру валли вӗсене упраса хӑварма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Вӑл — госавтоинспекцире, «РУДра» ӗҫлекен ҫын, унӑн автомашинӑсем мӗнпе ҫӳренине сӑнамалла, ҫул ҫинчи йӗркене пӑсма памалла мар, кам та пулин ҫав йӗркене пӑхӑнмасть, пӑсма пӑхать пулсан, ӑна ҫавӑнтах тытса чармалла, шофер аллинчи пур документсене те тӗрӗслемелле, кирлех пулсан, ответ тыттармалла та тӑвас пулать…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл хӗрне туя пӑсма ыйтать, анчах Чӗкеҫ Еркинее вӑйлӑ юратать те ашшӗн кӑмӑлне пурнӑҫласшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Савантер, йӑлана пӑсма юрамасть…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫӗрӗкех тӗшмӗше Мулентейпе ермӗшнӗ, Хӗрӗн туйне иккӗшӗ Пӑсма тесе килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫ ҫавӑнтах хӗрелсе Чуп савнине асилет, Ашшӗпеле хирӗлсе «Туя пӑсма памӑп» тет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах халӗ мӗн курап: йӑвама тустарса, Чӗппӗме — хӗрӗме ҫулса илнӗ хурчӑка: Пӗтӗм ӑшӑм ҫунать, кӳренеп, кулянап, Ҫавӑнпа та сана туйна пӑсма йӑлӑнап».

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылттӑн шӑрҫа ярӑмне Парнеленӗ тарӑхма, — Чун кӳтнипе ун туйне Хатӗр паян вӑл пӑсма.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ку сывлӑха сиен кӳме, ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва пӑсма пултарать.

Это может навредить как вашему здоровью, так и отношению с близкими вам людьми.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, вӗсем хӑйсем ҫинчи илеме пӑсма, ҫӗмӗрме хӑраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех