Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахрӗҫ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑн ыттисем те Макҫӑма хӗнеме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ӑна питех те шеллесе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Кулма, шӳтлеме те пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Иван Алексеевич хӑйӗнчен чылай ҫамрӑк учительницӑна качча илни пирки те пурӑна киле сӑмах-юмах ҫӳретме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ермолайпа Клавье пӗрремӗш патне пычӗҫ, укҫасем пӑрахрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен ӗненменнисем те ҫине тӑма пӑрахрӗҫ — парӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сиксе илчӗ, чарӑнчӗ, ҫурӑм урлӑ такам пуртӑ тӳртӗшӗпе ҫапнӑ пек, урисем итлеме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Штрафланӑ хыҫҫӑн ачасем вӑхӑтлӑха курӑк пуҫтарма пӑрахрӗҫ, — хирсемпе ҫарансем пурте колхозӑн-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лутӑркаланса, хуралса пӗтнӗ хута ял Советне ҫӗрле вӑрттӑн кайса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюк пуҫӗ ҫине умлӑн-хыҫлӑн йӑтӑнса аннӑ пӑтӑрмахсем ачана анратсах пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кураксем те вӗт йӑва ҫавӑрма пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах та, ҫак республикӑсенчи ӗҫҫыннисем хӑйсен ӗнси ҫинчен помещиксемпе капиталистсен пусмӑрне сирсе пӑрахрӗҫ.

Но трудящиеся этих республик сбросили с себя насилие помещиков и капиталистов.

Хутӑш вӑрмансен зонинче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ун ҫине пӗчӗкҫӗ турат татӑкӗ пӑрахрӗҫ те вӑл епле юхса кайнипе пӑхаҫҫӗ.

Бросили в него веточку, посмотрели, как она поплыла по течению.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан — персе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн типӗ тутисем каллех таччӑн хупӑнчӗҫ, аллисем чӗтреме пӑрахрӗҫ, пичӗ кӑна малтанхи пекех шурӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна каялла тӗртсе ячӗҫ, лутӑркаса пӑрахрӗҫ пулӗ ӗнтӗ, вара вӑл тӗттӗм те пылчӑклӑ ҫыранра тӑрса юлчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах сасартӑк хӑнасем пач ҫӳреме пӑрахрӗҫ пирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Икӗ ҫамрӑк ӑна тӑрантас ҫине пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Лайӑх кӑмӑла пӑсса пӑрахрӗҫ!

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫлеччӗрех, эхер ӗҫне кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ пулсан, — йӗкӗтсем ҫине куҫ айӗн пӑхса, лӗх-лӗх кулчӗ Пугачев.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех