Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракансен (тĕпĕ: пыракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн министрӗ Михаил Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика хыпарсене халӑх патне илсе ҫитерессин кӑтартӑвӗсемпе ытти субъектсем хушшинче малта пыракансен йышӗнче тесе асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Маларах утланса пыракансен качака пек тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хаклӑ япаласене пӑлхава ертсе пыракансен пӳртне ҫекӗлсенчен ҫакса хунӑ та, кӗрен-тухан кашниех курма, курма ҫеҫ мар, патне пырса тытса пӑхма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхава ертсе пыракансен тавлашма, Нухайран е урӑх ҫӗртен кама та пулин кӗтме вӑхӑт юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫумӑр пулманнипе ҫул ҫинче ялан тусан мӑкӑрланчӗ, тӳперен пӗтӗм ӳсен-тӑрана ҫунтарса ярасла июль хӗвелӗ пӗҫертрӗ, часах юлан утпа пыракансен ҫурӑмӗсем йӗп-йӗпе тара ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул кукӑрне ҫитсен утсем, ҫуна ҫинче ларса пыракансен кӑмӑлне пӗлнӗ пекех, хӑйсем тӗллӗнех ялалла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑмарта сутма пыракансен шучӗ кунран-кун нумайланса пынӑ, чылайӑшӗ ҫӗр выртмаллах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла ӗнтӗ — яланхи суту-илӗве пуҫларӑмӑр: эпӗ — васкамасӑр та ҫӑмӑлттайла, Стерс — кӗскен те типпӗн, анчах икӗ суккӑрӑн, пӗр-пӗрне шӑтӑкалла илсе пыракансен, ҫӗкленӳлӗхӗпе, тата — кашниех чӳкне улталама ӑнтӑлать.

Итак, мы повели обычный торг: я — медленно и беспечно, Стерс — кратко и сухо, но с торжественностью двух слепых, ведущих друг друга к яме, причем каждый старается обмануть жертву.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗтӗм халӑхпа пӗрле эпир таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Пысӑк Собор чиркӗвне ҫӗклетпӗр, вӑл республикӑри чи ҫӳллӗ те пысӑк храм, ҫавӑн пекех ӗненӗвӗн тата православи тӗнне тытса пыракансен пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑрӗ.

Всем миром мы строим Большой Соборный храм в честь Преподобного Сергия Радонежского в Чебоксарах. Храм будет самым высоким и самым большим в республике и станет символом веры и нашего православного единства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Чӑваш Ен усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗсене шута илес енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракансен шутне кӗнӗ, ҫапах та ҫивӗч ыйтусем пурри те куҫкӗрет.

Чувашия стала лидером в Приволжском федеральном округе по регистрации невостребованных земельных долей, хотя проблемы еще очевидны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Урӑ пурнӑҫ тытса пыракансен обществинче тупа тунӑ хыҫҫӑн Эмиль хӑйне лайӑхрах тытасса шаннӑччӗ эпӗ.

А я-то надеялась, что Эмиль станет лучше после клятвы в обществе трезвости.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапах та хам пата пыракансен калаҫӑвӗ мана питех интереслентерместчӗ.

Однако мои беседы с посетителями не представляли интереса.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Сяо начальник пире яланах малта пыракансен кая юлса пыракансене хавхалантарса пымалла тесе вӗрентет, — калама пуҫларӗ председатель.

— Начальник Сяо, — заговорил председатель, — часто нам указывал, что передовые люди должны подтягивать отстающих.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Таса шыв ҫине юланутпа пыракансен тӳнтер мӗлки ӳкрӗ.

На чистой поверхности воды появилось перевернутое отражение мчавшихся всадников.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫураки хыҫҫӑн, ҫум ҫумласси пуҫланас умӗн, ялхуҫалӑхӗнче малта пыракансен районти канашлӑвӗ пухӑнмалла пулнӑ.

Вскоре после посевной, накануне прополочной, созывалось районное совещание передовиков сельского хозяйства.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Ҫавӑнпа та пӗтӗм ответлӑха туйса тӑрсах колхоза хам ҫине илетӗп те, ӑна тӳрлетсе, малти ретре пыракансен шутне кӗртетӗп пулӗ, тесе шутлатӑп.

Со всей ответственностью беру на себя колхоз, и, я думаю, выправлю его, и вправлю ему линию в передовые…

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Хырӑнман, шыҫса кайнӑ питлӗ ҫынсем аташнӑ, путса ларнӑ куҫӗсемпе тискеррӗн пӑхнӑ, пӑшалӗсене йӑтса тата хӑйсене ҫавӑтса пыракансен ҫумӗнче сулкаланса утнӑ.

Больные, в бреду, с спалёнными, небритыми лицами, с дико сверкавшими из глубины глазных впадин зрачками, шли пошатываясь, поддерживаемые под руки товарищами, которые несли их оружие.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Хулӑн сассипе хӑй патне пыракансен хӑлхине питӗрсе лартасран хӑраса вӗсемпе калаҫма та вӑтаннӑ.

и поэтому, боясь оглушить человека, стеснялся говорить в присутствии посторонних.

Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.

Пӗрле пыракансен ун ҫине шанмасӑртарах пӑхрӗҫ, анчах ҫавах та утрӗҫ.

Попутчики недоверчиво посмотрели на него, но пошли.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех