Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑхӗсем (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗсем Пӑкачава кун-каҫа мӗн туса ирттернине хыпарлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗ ҫумне иккӗ хушсан миҫе пулнине пӗлмен «ҫара кутсене» ял-сала пуҫлӑхӗсем туса хунӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тапӑнакансем3 (вӗсен шутӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗсем те), политикӑри пусмӑрҫӑсем, ултавҫӑсем… час-часах хӑйсен хура ӗҫӗсене Турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ, сӑхха персе е «Аллах аслӑ!» тесе кӑшкӑрса ҫынсен пурнӑҫне татаҫҫӗ, вӗсене мӑшкӑллаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Колхоз пуҫлӑхӗсем хаш! сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Вӗлернӗ-амантнӑ ҫынсем пирки полици пуҫлӑхӗсем мӗншӗн ҫавнашкал тӗпчесе айкашнӑ пулать-ха?

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Анчах прииск пуҫлӑхӗсем рабочисем ыйтнине яхӑнне те яман; рабочисене апат-ҫимӗҫ пама чармалла тата казармӑсенчен кӑларса ямалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Шестви пуҫӗнче район ертӳлӗхӗ, ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Акӑ трибуна ҫине Чӑваш правительствин пуҫлӑхӗсем хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял пуҫлӑхӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтрекен Сергей ыйтуллӑ куҫӗсемпе ял пуҫлӑхӗсем ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эксперт сообществи (ун йышне сенаторсем, депутатсем, регионсен представителӗсем, индустри предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем кӗреҫҫӗ) пӗрлешсе пысӑк ӗҫ тунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Нумай ачаллӑ ҫемьесем, ял хуҫалӑхӗнчи апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче, АПКра вӑй хуракансем, муниципалитет служащийӗсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли – 0,5%, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем, ял хуҫалӑх кооперацийӗнче, пушар хуралӗнче вӑй хуракансем валли – 1%, АПК е ветеринари ӗҫне кӳлӗннӗ ҫамрӑк специалистсем (35 ҫулччен) валли – 0,1%.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем — чӳк пуҫлӑхӗсем — мӗн пур апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗвел тухӑҫ енчи хапха патӗнчен сӗтел умне ваттисен тепӗр ушкӑнӗ пырса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн — тата тепӗр ушкӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кам иккенне чӑннипе пӑлхав пуҫлӑхӗсем Янчурапа Элӗк те пӗлеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саррие, ҫапӑҫура тӗрӗслесе пӑхман ҫынна, ӗненсех пӗтереймеҫҫӗ-ха пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗсем, ҫапах та систерсе хучӗҫ: ҫав икӗ тилӗ умӗнче сыхӑ пул, кирлӗ-кирлӗ мара персе ан яр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗнчен, РФ субъекчӗсен пуҫлӑхӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Хӗл тин ларнӑ-ха, ялсенче ӗнтӗ ватӑраххисем — ял пуҫлӑхӗсем — ҫуркунне ҫӗре ҫӗнӗрен валеҫесси ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫлӑхӗсем таҫта ҫакӑнти ялсенчех тустарса ҫӳреҫҫӗ пулас-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такан каштисенчен пӑяв-йӑлмак ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре кремле илсе каякан сукмакпа виҫҫӗн анчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Ту енчи мӑрсасем тахҫантанпа паллакан ҫар пуҫлӑхӗсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех