Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсене шиклентерме перес-тӑвас пулсан та, пушӑлла ҫеҫ (пульӑсӑр) перӗҫ тенӗ.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уншӑн ҫын лашисене те, хӑйне те ӗҫрен пӑрса инҫетри хулана пушӑлла пынӑ, чӑрманса ҫӳренӗ.А то, что из-за него человек, лошади оторвались от дела, ровным счетом ничего не значит.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Паккуссем тӑрӑх пушӑлла утса тухнӑ чух ҫынсем шавлӑн калаҫса чӗлӗм туртаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пулӑшас вырӑнне пушӑлла янккаса ҫӳрет, услап.
Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пушӑлла пулсан, ҫамрӑксем хум сиккипе ярӑнма хӑйсем шаларах кӗрсе кайнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, буксира хыҫалтан хӑвалатчӗҫ, халӗ унтан часрах пытанма тӑрӑшаҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хусана кайнӑ ҫынсем темиҫе кунран пушӑлла таврӑнчӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫ хут иртнӗ йӗкӗт Атӑлпа, Пушӑлла мар, ялан таварла, Виҫӗ хутчен хураха тухса Мӑрса юлнӑ ӑна ҫаратса.
19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хусана каялла илсе каяс — ку вӑл хана мӑшкӑллани пулать, уншӑн Шигалей пуҫа кастармасан та ярлӑка туртса илме пултарать, тепӗр хут Чалӑма ҫитес — ку вӑл пушӑлла ҫул туни, парнесене ҫав ҫармӑс вӑрманӗнчи кашкӑра парса хӑварни пулать, урӑх ним те мар».
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ылханлӑ ҫак карттун шайкка маншӑн хӑй вӑхӑтӗнче хакла кайса ларчӗ, ҫавӑнпах тупа турӑм та сӑмахӑма тытатӑп — пушӑлла та вылямалла мар.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗчӗк хӗр ача тӑрӑланӑ кӗтменлӗх, ялав евӗр пурне те курӑнаканскер, пушӑлла пенӗн самантрах витӗм кӳчӗ.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
«Марианна» Алана пушӑлла каять; кайран вара япаласемпе — илтетӗр-и эсир, хӑравҫӑсем? — тулли тиевпе Кассет урлӑ таврӑнать.«Марианна» пойдет без груза в Алан и вернется — слышите вы, трусы? — с полным грузом через Кассет.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Турттарма сӗнекен тиев хӑйне килӗшмесен, тупӑшлӑ фрахт пулсан та, Грэй тӑтӑшах пушӑлла ҫӳрет.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Стехов ӑнланать: вӗсем икӗ состава пушӑлла яраҫҫӗ пулсан, часах леш хайхи, кӗтсе тӑнӑ составӗ килмелле.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вагонсем хӑнтӑртатса пынӑ сасӑ тӑрӑхах поезд пушӑлла килни паллӑ.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Генерал Треповӑн нумаях пулмасть тухнӑ приказӗ те — ӑна пурте лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ — ҫавӑн ҫинченех калать: «Пушӑлла пемелле мар, патронсем хӗрхенмелле мар», тет.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пире хирӗҫ караван килетчӗ… ултӑ парӑш — пушӑлла, вӗсене «Черногорец» буксир туртса пырать.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗнех, начар-и, лайӑх-и — ҫапах та пушӑлла таврӑнни мар», — шутланӑ старик.«Что ж, плохо ли, хорошо ли — все-таки не порожняком возвращаться», — подумал старик.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӗсменсене турта-турта илет, хумсем пырса ҫапаҫҫӗ, вӗсем вара е пушӑлла авӑсса иртеҫҫӗ, е тыткӑчӗ таранах шыва путаҫҫӗ, йӗпеннӗ тыткӑчӗсем шӑваҫҫӗ, алӑсенче чӗрӗ пек ҫапкаланаҫҫӗ, Костьӑна кӑкӑрӗнчен, чӗркуҫҫийӗсенчен ҫапма, ларкӑч ҫинчен сирпӗтсе ярса, хӑйсем ирӗке вӗҫерӗнсе кайма хӑтланаҫҫӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӗсем хӑйсем хывнӑ такӑр ҫулпа пӗрин хыҫҫӑн тепри васкаҫҫӗ: хӑшпӗрисем мӗн те пулин йӑтнӑ, теприсем пушӑлла пыраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӗсем пушӑлла та вырӑнӗсенчен хускалаймаҫҫӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.