Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑштах шухӑша путса сумлӑн утса ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑмсем лӑпкӑ Анна Федоровна пекех туйӑнчӗҫ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Венюк шухӑша путса ҫапла каласа хучӗ:
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашнӑ, куҫӗсем те, чӑмӑр питҫӑмартийӗсем те путса кӗнӗ, хӗрлӗ сӑнӗ шуралнӑ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шап-шурӑ юр витнӗ урама тухрӗ те шухӑша путса ниҫта чарӑнмасӑр утрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Питҫӑмартийӗсем путса кӗчӗҫ, куҫ айӗнчи пӗркеленчӗксем ытларах палӑракан пулчӗҫ, ӗҫчен аллисем усӑнчӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пысӑк хӗрес хыҫҫӑн темиҫе пӑтлӑ чан кӗмсӗртетсе анчӗ те ҫӗре тем тарӑнӑш путса кӗчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шала путса кӗнӗ тӗтреллӗрех кӑвак куҫӗсем паян темле шухӑшлӑрах пек, — пит калаҫасах та килмест унӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗнтӗ хам пуҫӑмпах ирсӗрлӗхе путса лартӑм.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапларах шухӑша путса ҫывӑрса кайрӑм.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Сидор Иванович аллинчи карандаша ҫавӑркаласа пӗр вӑхӑт шухӑша путса ларчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Арсентьевӑн сулахай питҫӑмарти путса кӗрет, ӳчӗ туртӑнса илет.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лаши вара пушшех путса аннӑ, ҫурӑмӗ ҫеҫ курӑнать темелле.
20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫур кӳлепи таран ҫӑрӑлчӑка путса аннӑ янавар малти урисемпе тапаҫланать.
20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анчах утма май ҫук — урасем путса анаҫҫӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шурсухал тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пуҫне усса шухӑша путса утрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗве хӗррине сӗвӗнсе юлнӑ тутӑрне тупсан сарӑ хӗр путса вилнӗ тесе хуйхӑрма пуҫлаҫҫӗ: мӗн тери хитре хӗр тантӑшне упрайманшӑн кулянса йӗреҫҫӗ.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
— Мӗн эсир кунта пит шухӑша путса тӑратӑр? — шарт сиктерчӗ ҫав вӑхӑтра Антон сасси.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пӑрлӑх ҫинче шӑтӑк-ҫурӑк тата путса анса каймалли тарӑн шӑтӑксем темӗн чухлех, унта-кунтах сенкер пӑр юписем ҫӳлелле карӑнса тӑраҫҫӗ.Весь ледник был испещрен многочисленными трещинами и провалами, на нем громоздились голубые столбы.
Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫавсем пурте вара ҫӗрмамӑк уйӗсем ӑшне путса ларнӑн курӑнаҫҫӗ.
Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тата темиҫе секунда иртнӗ те, «Челюскин» пӑр айне путса курӑнми пулнӑ.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.