Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пусмӑр (тĕпĕ: пусмӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Эй Ҫӳлхуҫа, пӑтраштарса яр вӗсене, чӗлхисене аташтар: хулара пусмӑр та харкашу куратӑп; 11. ӗнтӗ ҫавсем кунӗн-ҫӗрӗн хула тавра хӳми тӑрӑх ҫаврӑнаҫҫӗ; хула хушшинче — усал ӗҫ, хӗн-хурлӑх; 12. хула хушшинче — синкерлӗх; урамӗсенчен ултавпа каварлӑх кая пӗлмест.

10. Расстрой, Господи, и раздели языки их, ибо я вижу насилие и распри в городе; 11. днем и ночью ходят они кругом по стенам его; злодеяния и бедствие посреди его; 12. посреди его пагуба; обман и коварство не сходят с улиц его:

Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр: 13. Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать, пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть.

12. Пойте Господу, живущему на Сионе, возвещайте между народами дела Его, 13. ибо Он взыскивает за кровь; помнит их, не забывает вопля угнетенных.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.

10. И будет Господь прибежищем угнетенному, прибежищем во времена скорби; 11. и будут уповать на Тебя знающие имя Твое, потому что Ты не оставляешь ищущих Тебя, Господи.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӗсем валли тӳре лартнӑ чухне Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрепе пӗрле пулнӑ, тӳре пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшмансенчен хӑтарса тӑнӑ: вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ.

18. Когда Господь воздвигал им судей, то Сам Господь был с судьею и спасал их от врагов их во все дни судьи: ибо жалел их Господь, слыша стон их от угнетавших и притеснявших их.

Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗтӗмлетсе калас пулсан, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ ытти писательсен произведенийӗсен хакӗ-хисепӗ — чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи пусмӑр саманинчи йывӑр пурнӑҫне, кӗрешӗвне кӑтартса панинче.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пушӑ хирсен зонинчи ӗҫҫыннисем икӗ йышши пусмӑр айӗнче пурӑннӑ: пӗр енчен, вӗсене патша генералӗсем, тепӗр енчен, хӑйсен ханӗсем (патшисем), байӗсем (пуянсем) тата муллисем (пупӗсем) пусмӑрланӑ.

Трудящиеся зоны пустынь жили под двойным гнетом — царских генералов и собственных ханов (царей), баев (богачей) и мулл (священников).

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен пушӑ хирсен зонинчи халӑх мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пусмӑр ҫине тухса та ӑсатӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Арҫын хӗрачапа «секспа ҫыхӑннӑ пусмӑр ӗҫӗсем» тунӑ, мӑшкӑлланӑ, унтан вара преступлени йӗрӗсене пытарас тӗллевпе мӗскӗне ҫӗҫӗпе темиҫе хут чиксе вӗлернӗ, сапер кӗреҫипе шӑтӑк чавса ӳтне ҫавӑнтах пытарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Ҫӗнӗ вут — пӗтӗм чир-чӗре, ӗлӗкхи хӗн-асапа, пусмӑр тӗнчине ҫунтарса ярӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Телейлисен ҫӗршывӗнче пусмӑр та, хӗн-асап та пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен унта Ахпӑлатпа Савантер пеккисем те, ҫак шалча ҫинчи пуппа Килтешри Иннокентий евӗрлисем лекеймеҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур пулсан та, унти ҫынсем те пӗр-пӗрне усалпа курма тытӑнӗҫ, вара кунти пекех пусмӑр, хӗн-асап пуҫланӗ…»

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗршшӳ тӑрӑх ларнӑ пӗчӗк ялсем варлӑ, Пурӑнма вӗрентнӗ вӗсен пуҫне пусмӑр.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Асаттесен йӑлине Кичемлесе хисеплет, Кивӗ пусмӑр асапне Ӳле-ӳле кӗвӗлет; Кӗҫ ҫавӑнтах шӑхӑрса Арҫури пек ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Октябрьчченхи пусмӑр тӗнчи вӑхӑтӗнче Тайӑр чӑвашсен пӗртен-пӗр поэт-революционере пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫав пусмӑр ҫаплах юлчӗ.

Ярмо оставалось ярмом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку ҫеҫ те мар, ҫак самантра хӑйсем иртсе пыракан кукӑр та ҫӳп-ҫаплӑ урамсем, ҫав урамсем тӑрӑх пурнӑҫри йывӑр пусмӑр хӗснипе вӑхӑтсӑр кукӑрӑлнӑ, халӗ ҫӑкӑр татӑкӗ шыраса утакан ҫынсем — пурте йӑлтах ҫӗнӗлле те ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ.

Новый смысл приобретали улицы, по которым они теперь проходили, и особенно люди, придавленные гнетом жизни, скитающиеся по этим улицам в поисках куска хлеба.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Михха тата ун «тус-йышӗн» сӑнарӗсенче пӗтӗм пусмӑр тӗнчин ирсӗрлӗхӗпе тискерлӗхӗ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӗр Миххана ҫеҫ мар, пур ытти миххасене амаланма-аталанма май паракан пӗтӗм пусмӑр йӗркине хирӗҫ тӑма, ӑна тӗп тума кирлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ку таранччен вӑл, ашшӗ пекех, пуян Миххана ытларах хӑйсен кил-йышне сӑтӑр тунӑшӑн, хур кӳнӗшӗн тарӑхнӑ, курайман пулсан, халӗ ӗнтӗ, ултавпа пусмӑр тӗнчин тупсӑмӗпе сӑлтавӗсем ҫинчен Кузнецов тӗплӗн ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн, вӑл Михха пӗччен маррине аванах ӑнланса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех