Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарчӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тавах ӗнтӗ, — тесе тавӑрма ҫеҫ пултарчӗ вӑл, пырне темскер хытти ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах вӑл ҫын пулма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним тума аптранӑ енне Анука ҫисе ярасла пӑхма ҫеҫ пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кенук мана хӑйӗн ҫунашки ҫине хурса аран-аран ҫырмаран илсе хӑпартрӗ те пӗчӗк пахча карти патне илсе ҫитерме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Килтисене систермесӗр виҫӗ кунта пӗри колхозпа татӑлчӗ, тепри шкулта тӑхӑр класс пӗтерни ҫинчен ҫирӗплетекен хута илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Раман ӗнсине хыҫса илме ҫеҫ пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта Юманлӑхри пултарулӑх коллективӗ те палӑрма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кала-ха мана, чиперкке, мӗнле тӗллевпе хӑвӑн тантӑшусене ача ҫуратассине хирӗҫ агитациленӗ эсӗ? — тинех каласа хума пултарчӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашӑкпа чӑх яшкине те ҫиме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсенчен пирӗн республика ҫеҫ пир-авӑр оборудованине сыхласа хӑварма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

— Ах! — теме ҫеҫ пултарчӗ Пӗчӗк принц.

— Вот как… — промолвил Маленький принц.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Енчен те эпӗ тӗнчере урӑх ниҫта та ҫук пӗртен-пӗр чечеке, хамӑн планета ҫинче ҫеҫ хӳхӗмленекенскере, пӗлетӗп пулсан, ҫав вӑхӑтрах ҫак хӳтлӗхсӗр илеме пӗр-пӗр ир сурӑх хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех ҫисе яма пултарчӗ пулсан, ӑна мӗнле те пулин ҫӑлмалли май шырассинчен кирлӗрех ӗҫ пулма пултарать-и вара?!

А если я знаю единственный в мире цветок, он растет только на моей планете, и другого такого больше нигде нет, а маленький барашек в одно прекрасное утро вдруг возьмет и съест его и даже не будет знать, что он натворил? И это все, по-твоему, не важно?

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Сӑмахран, пӗр-пӗр астроном ҫавсенчен пӗрне шыраса тупма е пуҫласа асӑрхама пултарчӗ тӗк вӑл ӑна ят панӑ пек номерлет.

Когда астроном открывает такую планетку, он дает ей не имя, а просто номер.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов пӗр аллине котелок тытса котелокӗнче виҫӗ пысӑк паранкӑ шакӑртатнӑ, тепӗр аллине хайхи хуҫмалли ҫӗҫӗ тытса анма тытӑнчӗ, ҫавӑнтах шуҫса кайрӗ, ӳкрӗ те шыв хӗрринех ҫитсен тин чарӑнма пултарчӗ, кӑшт ҫеҫ шыва кӗрсе ӳкеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова хӑйне алла илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тупма пултарчӗ?

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑна чӑнах та пулӑшма пултарчӗ — вӑл тӳрех хӑйӗн вӑйӗ хушӑннӑ пек туйрӗ те хӗрлӗ армеецсемпе темле туяллӑ, костыллӗ инвалидсем тӑракан черете хӗсӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена хул пуҫҫийӗсене ҫилӗпе хускаткаласа илесрен хӑйне хӑй вӑхӑтра чарма пултарчӗ те пушмакӗсен ҫӳллӗ те ҫинҫе тимӗр кӗлисемпе цемент плитисем сарса тухнӑ ансӑр ҫул тӑрӑх хыттӑн шаклаттарса зал еннелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗн, ҫаплах пӗтсе кайнӑ эс, Кирле кум? — аран-аран ыйтма пултарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Епле килсе тухма пултарчӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех