Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаруллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пултаруллӑ (тĕпĕ: пултаруллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сцена ҫине театрти пултаруллӑ артистсемпе чӗннӗ хӑнасем тухӗҫ: Елена Заставная (Питӗрти «Зазеркалье» театр); Жанна Дромбовскаяпа Александр Трофимов (Питӗрти Мариински театр); Александр Кузнецов (Питӗрти Михайлов театрӗ); Денис Немцовпа Наталья Глух (Белоруҫри академи музыка театрӗ, Минск хули); Максим Райчёнок (Питӗр).

На сцену выйдут талантливые театральные артисты и приглашенные гости: Елена Заставная (Петербургский театр «Зазеркалье»); Жанна Дромбовская, Александр Трофимов (Мариинский театр, Санкт-Петербург); Александр Кузнецов (Михайловский театр в Петербурге); Денис Немцов и Наталья Глух (Белорусский академический музыкальный театр, г. Минск); Максим Райчёнок (Санкт-Петербург).

Оперетта фестивалӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38234.html

1964 ҫулта ялти маттур та пултаруллӑ спортсменпа, киномеханикра ӗҫлекен Николай Ларионовпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Манӑн кӗллӗме Турӑ илттӗрех" // Нина МАЗЯКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50254-man- ... -iltt-rekh

Хисеплӗ хӑнасем пурне те уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫакӑн пек уявсене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ пулма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

- Ҫумра кун пек пултаруллӑ ҫынсем пур чухне Эсир кам пуласси пирки иккӗленмелли те пулман пулӗ? - ыйтатӑп Надеждӑран сӑмаха хӑйӗн ҫине куҫарса.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Туризм спортне кӑмӑллакан пултаруллӑ ентешсене ҫак курӑмлӑ ҫитӗнӳпе саламлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Малти вырӑнсемпе таврӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%bc%d0 ... bd%d0%bda/

Шӑхасанти культура ҫуртӗнче вӗренӳре «пиллӗк» паллӑсемпе ӗлкерсе пыракан пултаруллӑ ҫамрӑксене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ отличникӗсене чысланӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%b2e%d ... b0%d0%bda/

Округ хастар та пултаруллӑ ҫемьесемпе пуян.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Хуласенче тӗпленнисем, астӑватӑрах пулӗ, кашни ял территорийӗнче ентешлӗх уявӗсене ирттерчӗҫ, вӗсенче, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне, производствӑра малта пыракансемпе общество ӗҫӗнчи пултаруллӑ ҫынсене тӗрлӗ ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Мероприятие чи пултаруллӑ, активлӑ, эрудициллӗ ҫемьесем — Лариса Макаровнӑпа Сергей Витальевич Антоновсем тата Татьяна Ивановнӑпа Валерий Федорович Волковсем — хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье кунне уявланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Пултаруллӑ хӗрарӑма малашне те хӑй пуҫарнӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума, халӑха тутлӑ юр-варпа савӑнтарма ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Унсӑр пуҫне хӑйма, тӑпӑрчӑ, шӑратнӑ ҫу туса сутатпӑр, — паллаштарать ӗҫ-хӗлӗпе пултаруллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Ӗҫчен те пултаруллӑ, вӑр-вар та тӑрӑшуллӑ ҫынсем ҫинче ял тытӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Петр Михайлович — чи пултаруллӑ механизатор, ун кӳрши Павел Мефодьевич — механик.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Пултаруллӑ вӗренекен иккен эсӗ, калаҫнӑ хушӑрах хӑвӑн ӗҫна тивӗҫлӗ турӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫак сӳрӗк те пултаруллӑ хӗрарӑмсен аллисем тунӑ маскировка сеткисем пирӗн боецсене передовойра хӳтӗлемелли чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра волонтер центрӗнчи ҫынсем маскировка сеткисем ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класне ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3778477

Пирӗн тӑрӑхра пултаруллӑ ачасем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bc%d0%b ... %91%d1%80/

Конкурссенчи пысӑк ҫитӗнӳсем шкулта пултаруллӑ та маттур вӗрентекенсем ӗҫленине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ // Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

Пур кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Кирилл Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) чи пултаруллӑ командир пулни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Командирсем маттур та пултаруллӑ // Петр ПОРЯДКОВ. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%ba%d0%b ... %bb%d3%91/

Малашне те пултаруллӑ пул, нихӑҫан та пӗчченлӗхе ан туй.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Округри аптека системинче пултаруллӑ ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех