Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиҫсе (тĕпĕ: пиҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑ тӗсе хурипе юрсан, кур-ха, амӑшӗ, еплерех хитре кулачӑ пиҫсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫемҫе те хулӑн кӗрӗке хывсан, пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли тӗслӗ ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ «матрешка» сиксе тухрӗ ӑшӑ кӗрӗкрен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна кӑмакаран пиҫсе тухнӑ кулачӑ евӗр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пичӗ ун, куртӑн пуль, тин кӑна пиҫсе тухнӑ кукӑле ҫупа сӗрнӗн йӑлтӑртатать…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Хӑш енче ҫырла лайӑх пиҫсе ҫитнӗ?» — текелесе, хырӑмпа шӑвӑнса иртетчӗҫ те, лайӑх кӑна ҫисен, ним пулман пекех, тӑван килӗнчи пахчаран тухнӑ пекех шикленмесӗр утса тухса каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урайӗнчи улӑх-кавир ҫинче теттесемпе вылянӑ кутамас арҫын ача, тин кӑна кӑмакаран пиҫсе тухнӑ кулачӑ пекех ҫутӑскер, тасаскер, тӑчӗ те ашшӗ ҫумне пырса йӑшпӑнчӗ, хӑрах пӳрнине ҫӑварне чиксе, ют ҫынсем ҫине чӑр-чӑр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тин кӑна пиҫсе тухнӑ хӑпарту майлах вӗри ман хырӑм, асатте!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑй йӑлтах улшӑннӑ иккен, хӗвелпе-ҫилпе пиҫсе хуралнӑ, тӗрекленнӗ, ахаль те чакӑр куҫӗсем татах та чакӑртарах пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫу каҫиччен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кӑнтӑр хӗвелӗпе пиҫсе те ун пек пулаймаҫҫӗ, ун пек ҫуралма кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗнче илемлӗ, вӑл хӑйӗн хӗллехи тӑманӗсемпе, кӗрхи ҫумӑрӗсемпе, пиҫсе ҫитнӗ панулмийӗсемпе, кашласа ларакан хир-вӑрманӗсемпе, шӑпчӑк юрриллӗ, сирень ҫеҫкиллӗ ҫурхи каҫӗ-кунӗсемпе илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун коридорӗсемпе, ун палатисенче Шура утса ҫӳренӗ, хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ аллисемпе вӑл кунти алӑксен хӑлӑпӗсене тытнӑ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кулӑпа ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тарланӑ ҫан-ҫурӑм хӗвелпе пиҫсе сӗвӗленекен пулать, ҫапах никам та нӑйкӑшмасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан тӑпра муклашки илсе чӑмӑртарӗ те ҫӗр пиҫсе ҫитейменнине чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пиҫсе ҫитнӗ ыраш шӑрши сӑмсана кӑтӑклать, ҫул хӗрринчи тӗрлӗ чечек куҫа илӗртет…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Сип-симӗс ҫулҫӑсем хушшинче пиҫсе ҫитнӗ хӗп-хӗрлӗ панулмие татса илсе: «Айта эпир ҫакна ҫиетпӗр. Унти витамин тата тимӗр пире питех те кирлӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗп инженер патне шлепкине ӗнсе ҫине антарса лартнӑ, пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын васкаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӑхать те йӗри-тавра, куҫ умне пиҫсе ҫитнӗ хӗп-хӗрлӗ ҫырласем туха-туха тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех