Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килте ҫӗлетнӗ кӗрӗкне хӗрлӗ пиҫиххипе авраса ҫыхнӑ хӑй, ҫӗлӗкне пиҫиххи айне хӗстернӗ, хура ҫӑматӑпа.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Карҫинккине авринчен чӗн пиҫиххипе ҫыхрӗ те Павлуш, хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, тулӑ пуссинчи сукмакпа кӑнтӑр еннелле утрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫап-ҫутӑ атӑпа, чесуча кӗпепе, ал лаппи сарлакӑш чӗн пиҫиххипе, жилет кӑна та ылтӑн сӑнчӑрлӑ сехет ҫеҫ ҫитмест ку вунҫич ҫулхи ачана.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мана тимлӗн пӑхакан ҫынна курсан кӑштах чакса тӑтӑм; вӑл виҫӗ кӗтеслӗ шлепкепе, авалхи сюртукпа, ӑна пилӗк тӗлӗнчен кӗмӗл пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗрремӗш класра вӗренекен Тупикова ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсем мӗнле хапӑл туса йышӑнассине эпӗ пӗлместӗп, анчах булкӑсем пӗҫерсе сутӑ тӑвакан Спагин ывӑлӗ килне тавӑрӑнас пулсан, мӑнтӑр пӑрушне пуссах парас ҫук, чӗн пиҫиххипе ывӑлне тӑна кӗртесси ҫеҫ пулӗ, ку паллах, ҫапла пулмалла.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унӑн пустав фуфайки, шӑла-варӗ тӗлӗнчен хӗрле пиҫиххипе ҫыхса хунӑскер, таса та ҫирӗп, сухӑр ҫыпҫӑннипе вараланнӑ парусин шӑлаварӗ вӗр ҫӗнӗ пекех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Оглоблин, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, чӑйл-чал пӑхса илчӗ, милици начальникӗ аллине уҫӑ капур ҫинче тытса тӑнине асӑрхарӗ, вара пиҫиххипе портупея хуллен вӗҫертсе, сӗтел ҫине хучӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав каҫ Хӗлимун тикӗт сӗрнӗ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витӗннӗскере, мунчалапа шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнса ячӗ, пӗртен-пӗр кӗпи салтакран илсе килнӗскер кӑначчӗ те, ӑна силлекелесе пиҫиххипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ, унтан алӑкне уҫҫисӗр ҫӑрапа питӗрен пек туса ҫаклатса хӑварчӗ те хуллен аслӑ урамалла уттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫийӗнчи тумӗпе вӑрҫӑ хатӗрӗсене — чӗн пиҫиххипе урлӑ-пирлӗ ҫыхнӑ гимнастеркине те, пӗҫҫисене сӑранпа пустарнӑ галифине те, чарӑнса тӑрсан атӑ кунчине перӗннипе чанклатса илнӗ саблине те, хӑлхисем ҫине тарӑнӑн лартнӑ лутӑрканчӑк ҫӗлӗкне те — вӑл пӗтӗмпех кавалерилле тӑхӑнса тумланнӑ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шахтерсем Иван Гора нимӗҫ салтакӗсен шлемӗ ҫине ҫӗрулми тултарса ӑна пӗчӗк чӗн пиҫиххипе ҫакса янине пӑхса тӑраҫҫӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӗрӗпех, столицӑн пӗтӗм районӗсенчен, хула хӗррисенчи мӗнпур урамсенчен — Смольнӑйӑн аслӑ картишне ушкӑн-ушкӑнӑн хӗҫпӑшалланнӑ рабочисем пырса пухӑнаҫҫӗ; картишӗнче темиҫе тӗлте вутӑ ҫунса тӑрать, вут ҫути рабочисен сивлек те ҫиллес сӑн-пичӗсене ҫутатать, тата вӗсен ҫиелтен пиҫиххипе, патронташпа, пулемет лентисемпе ҫыхса ҫар тумтирӗ туса хунӑ кивӗ пиншакӗсене, фронтран тавӑрӑннӑ салтаксен шинелӗсемпе ҫӗтӗк ҫӗлӗкӗсене, ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан Балти морякӗсен сӑмсасӑр картусӗсем ҫийӗнчи ылттӑн саспаллисене — ҫутатса йӑлкӑштарать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн кӑвак погонӗсем хулпуҫҫисем тӗлӗнче авӑннӑ, салтаксем тӑхӑнакан симӗс кӗпине сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Пиҫиххипе ҫыхса хӑварӑпӑр, — терӗ вӑл.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑрра ҫапса ӳкернӗ вӑл, унӑн аллисене кушак пиҫиххипе хыҫалалла ҫыхса тӑрать.Он держал под собою вора и закручивал ему кушаком руки на спину.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Сӗм ӗлӗк вӑл пуҫ тавра ҫавӑрса ҫурӑм ҫине хумалӑх та пиҫиххипе хӗстермелӗх ҫеҫ пулнӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхнӑ икӗ чемоданне вӑл хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ: пӗри кӑкӑрӗ ҫинче, тепри ҫурӑмӗ ҫинче; ҫавӑнпа вӑл, пӗтӗмпех шурӑ юрпа витӗннӗскер, асат хуҫнӑ хӑрушӑ ҫурӑмлӑ ҫын пек курӑнать.
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл аллисем ирӗклӗ пулччӑр тесе, костыльне чӗн пиҫиххипе мӑйӗнчен ҫакса яратчӗ.Он привязывал свой костыль веревкой к шее, чтобы руки у него были свободны.
X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӑватӑ ҫулти арҫын ачи йӑвантарса янӑ пукан ҫине утланса ларнӑ та ӑна пиҫиххипе ҫаптарать.Четырёхлетний мальчик сидел верхом на опрокинутой табуретке и хлестал её поясом.
Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ.30-летняя супруга мужчины находилась в машине без пристегнутого ремня безопасности.
Ӳсӗр водителӗн арӑмӗ вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29652.html
Сана тытса аҫу патне илсе кайсан та нимӗн те тӑвас ҫук, мана тесен — шӑмшак шӗкӗлченсе тухиччен чӗн пиҫиххипе ӑшалӗҫ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.