Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Арман хуҫи панче ӗҫлерӗмӗр.

— У мельника работали.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кам панче ӗҫлет вӑл сан?

— А у кого она работает?

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эс выльӑх панче картара та уйра пулан.

Да и ты больше во дворе со скотиной да в поле станешь возиться.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам панче пурӑннине те пӗлеп.

И где проживаешь знаю.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп панче ӗҫлен-ҫке-ха ҫапах.

Только ведь все равно ты на попа работаешь.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йыснӑшӗсем панче те ҫук Ухатер.

Угадера не оказалось и у Золотницких.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӑмӑксем хӑшӗ хӗр-тусӗсем панче, хӑшӗ ҫенӗкре.

Сестры разбежались — кто в сенях спит, кто у подружек.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Элентей старик панче тӑвӑрри те тӑвӑр тата инҫи те инҫе.

У Элендея слишком тесно да и далековато…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусан ҫывӑхӗнче пӗр хуҫа панче пурӑнтӑм та, вӗсем кун каҫа пӗр тӑват-пилӗкшер те ҫиетчӗҫ пулӗ.

Правда, под Казанью я жил у одних, так они на день не меньше пяти раз ели.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытла та вӑйсӑрланнӑ ҫар: Хусан панче телей пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗмпӳ панче ларнӑ ушкӑнпа Чулхулан хисеплӗ ҫыннисем — Ватӑ турхансемпе улпутсем, Ҫара ертсе пыран вӑйпутсем.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хапха панче тӑрать ҫӗр хуралҫ, Картишӗнче канать пин хуралҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс столовӑй панче подожди, тет.

Слышу, отвечает: Ступай за столовую и жди.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех