Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

обществӑн (тĕпĕ: общество) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2012 ҫултанпа «Социаллӑ пурнӑҫпа ӗҫ технологийӗсен корпорацийӗ» обществӑн стратегилле аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен директорӗ, ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшнӑ.

С 2012 года работал директором по стратегическому развитию общества, исполнительным директором «Корпорации социально-трудовых технологий».

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче массӑллӑ художествӑллӑ пултарулӑхпа профессилле искусствӑ ҫыхӑнса тӑнӑ никӗс ҫинче обществӑн художествӑ пуянлӑхӗ аталанса, ӳссе пырассине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче обществӑн культурӑ пурнӑҫне хӑватлан тата нумай енлӗн аталантарса пымалли, халӑха воспитани парас ӗҫре литературӑпа искусствӑн пӗлтерӗшне татах ӳстермелли ҫул-йӗрсене палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш республикинчи культурӑ строительстви те социализмпа коммунизм тунӑ тапхӑрсенче мӗн пур нацисемшӗн литературӑпа искусствӑна хӑватлӑн аталантарса чечеклентерме, ҫавнашкалах обществӑн кашни членӗн творчествӑлла пултарулӑхӗсене пур енчен те аталантарма чи паха майсем пулса тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ХХ-мӗш, унтан тата ХХII-мӗш съезчӗсен историлле решенийӗсем: уйрӑм ҫынна пысӑка хунин юлашкийӗсене хирӗҫ парти ҫирӗппӗн кӗрешни, парти пурнӑҫӗнче ленинла нормӑсем туса хуни — ҫаксем пурте пирӗн обществӑн ӑс-тӑн пурнӑҫӗнче чӗрӗ те хӑватлӑ вӑй пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизм вӑхӑтӗнче обществӑн ӑс-тӑн пурнӑҫӗ нихӑҫанхинчен те хӑватлӑн ӳссе чечекленет.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Наукӑпа усӑ курни обществӑн производителлӗ вӑйӗсене хӑватлӑн ӳстермелли теп фактор пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизмӑн пурлӑхпа техникӑ никӗсне туса хурассине тата коммунизмла обществӑн членӗсене вӗрентсе ӳстерессине наукӑпа техникӑ прогресӗсӗр тума май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл обществӑн ӑс-тӑн пурнӑҫӗнчи пӗтӗм пуянлӑхне, ҫӗнӗ тӗнчен пысӑк идейӑлӑхӗпе гуманизмне пӗтӗҫтерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть.

По этой причине Цивильский филиал акционерного общества «Газпром газораспределения Чебоксары» не может проводить ее проверку, ни осуществлять ремонтные работы.

Тавӑшкассинче хуҫасӑр газ пӑрӑхне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35362.html

«Пӗлӳ» обществӑн членӗ пулнӑ май хӑйӗн ӗмӗрӗнче миҫе лекци тата доклад тунӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Ӑнӑҫсӑр ҫемьесем — обществӑн чӑннипех пысӑк проблеми.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ҫемье — обществӑн чи пысӑк паха пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/

1861 — 1862 ҫилсенче Огарев «Земля и Воля» ятлӑ вӑрттӑн обществӑн Тӗп комитечӗн членӗ пулнӑ, ҫак обществӑн программине ҫырса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Обществӑн пур членӗсем те творчество ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ, обществӑн художествӑллӑ пуянлӑхне ӳстерсе, аталантарса пырассине художествӑллӑ пултарулӑхра ӗҫлекенсен анлӑ массине профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса пырса кӑна хӑпартма пулать, тенӗ КПССӑн ҫӗнӗ Программинче.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Документа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, «Атӑлҫи комбайн завочӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ Андрей Водопьянов, «Текстильмаш» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗ Николай Алтушкин тата Н.В. Рудницкий ячӗллӗ Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ центрӗн Федерацин аграри енӗпе ӗҫлекен тӗпчев институчӗн филиалӗн Чӑваш Енри наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ Андрей Фадеев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Ҫав вӑхӑтрах, К. Маркс асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ҫитӗннисен пурнӑҫне кӗрсе пыракан ҫамрӑк ҫын обществӑн ытти пуянлӑхӗсене тӳрех йышӑнмалла мар, «пуринпе те иккӗленмелле».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах обществӑн хӑйӗн те пурне те пӗрлештерсе тӑракан позици пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кашкӑрсем хушшинче кашкӑрла ӳлеме хушнине асра тытса, эпӗ те, ҫак обществӑн пӗр клиенчӗ, тӗрӗсмарлӑха, ултава тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, имшер, ӳпкевлӗ сассӑмпа ытти клиентсен урма-сурма, тип аҫа кӗрлевне ларма, вӗсен куссине кусма пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Патшалӑх, парти, обществӑн паллӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех