Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗскӗннӗн сăмах пирĕн базăра пур.
мӗскӗннӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тумалла халь пирӗн? — хӗр ҫине мӗскӗннӗн пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Эп хам та чирлӗ ҫын, — шӳтлеме хӑтланнӑскер, мӗскӗннӗн кулса илчӗ Илюш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пире ҫын вырӑнне хумасть пулмалла, — мӗскӗннӗн кулкаларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫакна кура ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр харӑсах аллисене ҫӗклерӗҫ, анчах грузовик чарӑнса тӑмарӗ — ҫул айккинче мӗскӗннӗн тӑрса юлнӑ икӗ ҫынран тӑрӑхланӑ пек, виҫӗ хутчен янравлӑн пиклеттерчӗ те каялла сивӗ хытӑ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе малалла ҫивӗччӗн талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи хӗрарӑм, темле ӑнланмалла мар мӗскӗннӗн кулаканскер, арҫын умӗнче чарӑнса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Лешӗ мӗскӗннӗн йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑнтарӑн пакша ҫын хӑйне епле ҫаратнине ним тӑваймасӑр мӗскӗннӗн пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ пулӑшасса кӗтнипех ӗнтӗ пурнӑҫне упраса хӑвараҫҫӗ, выльӑх пек мӗскӗн пулса тӑраҫҫӗ, мӗскӗннӗн пурӑнса, этем сӑн-сӑпатне ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Вӑл «епреме те юрамасть-и?» тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах ку ыйту пуҫлӑха «хӗрлӗ хаяр пӑрӑҫ чӑмлаттарасран» шикленсе, ун умӗнче мӗскӗннӗн «авӑнса-кукӑрӑлса» ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Куратӑп: алӑк умӗнче ҫак йытӑсем мана витӗрлесех, ытла та мӗскӗннӗн йӑлӑнса пӑхса, хӳрисене хавшак, каҫару ыйтнӑ пек пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хородничану хӑйпе пӗрле килнӗ тӗлӗнмелле ҫын ҫине мӗскӗннӗн те ҫухалса кайса пӑхрӗ, анчах лешӗ, ӑна ытлашши пакӑлтатни ним тума та кирлӗ маррине систерсе, ҫийӗнчех аллипе сулчӗ.

Хородничану бросил покорный и растерянный взгляд на посетителя, но тот, сделав короткий знак рукой, дал ему понять, что все его словоизвержение ни к чему.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑраса ӳкнӗ чунавальнӗк хӑнасем ҫинелле мӗскӗннӗн пӑхса илчӗ, шӑпланнӑ Савали те, кӗслине хул айне хӗстерсе, кӑмака хыҫнелле шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чиркӳ ҫумӗнче вӑл ытла мӗскӗннӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗскӗннӗн пӑхаҫҫӗ ҫав куҫсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Энтрей тете, мана та ил, — мӗскӗннӗн пӑхрӗ ун ҫине Мӑҫтук.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем патне тухсан вара чӑннипех те пӗчӗк ачалла хӑтланчӗ: хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем умӗнче мӗскӗннӗн курӑнас мар тесе хӗҫҫине пӗрре йӗннинчен кӑларчӗ, тепре каялла чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана лашине илсе кайма хушрӗ, — хан умӗнче тарҫӑ пек мӗскӗннӗн тӑчӗ ҫармӑс мӑрси.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн тӑвас-ха пирӗн? — мӗскӗннӗн куҫран пӑхрӗ Данила юлташӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗскӗннӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех