Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мучин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хумкка мучин саппунӗ мӗн тӗслине пӗрре пӑхнипех уйӑрса илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлтӗрхи тапакӗ те чылай-ха мучин.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Унтрие курсанах Микулай мучин чӗлхи ҫӗтрӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Микулай мучин Унтрийӗ таврӑннӑ тет, — пӗлтерчӗ амӑшӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Микулай мучин сасси чӗтревлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Ҫынсем пӗр-пӗринпе культурӑллӑ пулнинче Макҫӑм мучин мӗнле тивлет пур-ха вара? — ыйтмасӑр тӳсеймерӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Подоприхин ӑнлантарса панӑ паллӑсем тӑрӑх Ваҫиле Дорофей мучин тайӑлса кайнӑ ҫуртне ҫӑмӑллӑнах тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тем мӑкӑртатнӑ пек кӑна илтӗнет ачасем милӗксене мучин вӑрӑм кантрипе ҫыхнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав мучин юмах енчӗкӗ ытла та тарӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр ярӑмӗ сӳс, тепӗр ярӑмӗ мунчала темелле, мӗншӗн тесен икӗ мучин шухӑшӗ икӗ тӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чемей мӗскӗн кинемей-и? — сасартӑк вирелле тӑчӗ мучин шур сухалӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Апла пулин те хайхи чечек ҫыххи Инесса аллине лекеймен, ӑна Якур мучин хуҫӑк мӑйракаллӑ качаки ҫисе янӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Герасим Федотович ҫакна ӑнланчӗ: мучин сысна ферминче картиш юписене юсамалла, Маринӑн колхоз правленине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ырри, лайӑххи Тимахван мучин нумай-ха, апла пулин те мана вӑл тапхӑр-тапхӑр уртарсах ярать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ Маринӑпа Тимахван мучин.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тимахван мучин кӗҫӗн ывӑлӗ Улатимӗр, Ленинградри политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ҫав хуларах пурӑнма юлнӑ, унтах авланнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗвеллӗ ҫанталӑк ытлашши сулхӑн мар пулин те хӗллехи пекех тӗплӗн тумланнӑ мучин шӑрпӑк пурах ӗнтӗ, анчах кам-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Укҫа мучин кӑкӑр умӗнчи кӗсьере пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалӑх кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Савин мучин сывлӑхӗ те ӗлӗкхи мар ӗнтӗ, ҫапах та вӑл парӑнма шутламасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех