Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майласа (тĕпĕ: майла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах туптаса, майласа хатӗрленӗ ҫавасем хулӑн ҫарана кунӗпех чашлаттарса ҫулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Коля тете хӑйӗн шакла пуҫне хыҫкаларӗ те: «Юркка, ҫынсене чӗнме вӑхӑт ҫук, ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑ аялтан паратна е ҫӳлте тележка ҫине панӑ утта майласа тӑратна?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Вара каснӑ йывӑҫсене ҫаклатрӗ те, МАЗсем тӑракан вырӑна, ҫӳлти склада сӗтӗрсе кайса майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, ЛП-19 машина ҫатӑртатса пысӑк хыр айне ҫитсе чарӑнчӗ, ӑна «хобочӗпе» явкаласа тытрӗ, унтан вӗҫӗнчи пӑчкӑпа татрӗ, ҫӗклесе илсе майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Рамансем, турат майласа самаях вӑхӑт иртет пулин те, малтанхинчен пӗртте кая юлмарӗҫ, тасалӑх енӗпе куҫса ҫӳрекен вымпел ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакла хӑвӑрт наҫилкка хатӗрлерӗҫ, аманнӑ ҫынна майласа вырттарчӗҫ, тӑваттӑн йӑтса ҫул ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юман кӗрешсене майласа ҫыхнӑ хыҫҫӑн, Сятров картун еннелле кайса ҫухалчӗ, Степновпа Васильев кабинӑна кӗрсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эртелпе туххӑмра майласа лартатпӑр ӑна.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хывӑнса ҫӑвӑнчӗ те ӗҫ тумтирне майласа типме ҫакрӗ, малтанах якатса хунӑ шӑлаварӗпе гимнастеркине илсе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

1. Плана тӗп енсем тӑрӑх майласа хурӑр.

1.Установите план по основным направлениям.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Павӑл Орела чӑтлӑхран кӑларчӗ, тӑрантаса йӗркелесе, майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хутаҫри ҫӑкӑрӗсене майласа вырнаҫтарнӑ май арҫын тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах ман хуҫасем — перекетлӗ ҫынсемччӗ, эрех таврашӗ нихҫан та илместчӗҫ, ӗҫмелли-ҫимеллисене хӑнисем хӑйсем илсе пыратчӗҫ, Раиса Ивановна вӗсене сӗтел ҫине майласа вырнаҫтаратчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Ну, кинеми, йышӑн хӑнасене, — пуҫларӗ Меркури, трубана майласа лартнӑ май.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тавралӑха каҫ сӗмӗ хупласа илсен тин Аннушкин, Бианка виллине кивӗ ҫӑм кофтӑпа чӗркесе, шӑтӑк тӗпне майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗтӗм строительство управленийӗ валли пӗр ҫӗрте кантӑк касассине Тарас Поликарпович ӑс панипе майласа ячӗҫ, — сӑмахне каласа пӗтерчӗ Юлаев.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Камӑн суккӑр куҫӗ кӗнекине майласа обложка витнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса, виҫӗ юлташӗн ӳтне те пӗр ҫӗре, хӑй хӳтӗленӗ окопа, майласа вырттарчӗ те тӑпрапа витрӗ, вӗсен ури вӗҫне Карели шурӑ чулне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Автоматсене Кузьма Васильч курӑк ӑшне майласа чикрӗ, Санюка ҫӳле ҫӗклесе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫех вӗсем сумкипе сеткӑри япалисене майласа хучӗҫ, ҫири пиншакӗсене хыврӗҫ, курӑк ҫӑлма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех