Шырав
Шырав ĕçĕ:
Микулапа Ваҫли кимме икӗ енчен тытрӗҫ те ҫырана туртса лартрӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапла пурне те вырнаҫтарсан, Ҫтаппанпа иккӗшӗ пичкепе карҫинккана тата чӗресе нӳхрепе антарса лартрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анукпа Кӗтерук тутисене черкке хӗррине тивертсе пӑхрӗҫ те каялла лартрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Акӑ икӗ десятски ҫӑнӑх миххине йӑтса тухса алкум вӗҫне лартрӗҫ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗлтӗр пирӗн ял клубӗнче Шупашкар артисчӗсем спектакль лартрӗҫ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Пире сӗтел хушшине лартрӗҫ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Кил хуҫисем ал айӗнчи мӗнпур пек апата сӗтел ҫине вӑр-вар кӑларса лартрӗҫ: пысӑк кӑна графинпа ханша, апат-ҫимӗҫ, сӑра, кӗрчеме.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Чӗрӗк ӗмӗр ытларах ҫак тӑрӑхра пурӑнса «чӑвашран килнисем» /ҫапла чӗнетчӗҫ вӗсене ялта/ ҫӗнӗ капмар ҫурт лартрӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Путек-сурӑхпа пӗчӗк пӑру витине, ҫӗрнӗ пӗренисене улӑштарса, ҫӗнӗ мӑк ҫине лартрӗҫ, ӗнепе сурӑхсен витине ӑшӑтрӗҫ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Хӗр ун патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра алӑкӗ уҫӑлчӗ те шалтан темӗнле тимӗр «алӑсем» кирпӗч тултарнӑ контейнера кӑларса лартрӗҫ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Министр заместительне лартрӗҫ.
51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫамрӑксем наҫилккана ҫӗр ҫине лартрӗҫ те сасӑ еннелле чупрӗҫ.
41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Витене туянса ҫийӗнчех куҫарса лартрӗҫ.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӗренсе тухсан, ҫакӑнта килмелле пулчӗ, ҫӗнӗрен йӗркеленӗ вӑрман-промхоз директорне лартрӗҫ.
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Клубне те хӑйсенчен хӑвармарӗҫ вӗсем, сӳтсе турттарса килнӗскере, ӑна вӑрӑм та сарлака пӗве пуҫне хӑпартса лартрӗҫ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Мӑнукӗ касмасӑр хӑварнӑ ват юман айне халӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартрӗҫ, ун ҫине паттӑрӑн ятне ылтӑнпа ҫырса хучӗҫ.
12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кунӗпех ӗҫлерӗҫ каччӑсемпе хӗрсем, ҫухалас поселокпа сывпуллашма хатӗрленнӗн, йывӑҫ лартрӗҫ тар кӑларсах.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл кайсан тепӗр куннех Дубовӑн ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнма тиврӗ: ӑна бригадира лартрӗҫ.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кашни шӑтӑка юпа лартрӗҫ, вӗсен тӑррисене ывӑлӗсен карттусӗсене тӑхӑнтарчӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Алӑк умне тепӗр сӗтел — вилнисем валли лартрӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.