Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларман (тĕпĕ: ларма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗвӗличчен кӗтекен турӑхсӑр ларман, тенӗ-ха та.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шаннӑ кайӑк йӑвара ларман тесе ахальтен каламан ваттисем: ыратакан шӑлне Сулагаев Хусахматри больницӑна ҫӳре-ҫӳре сиплеттернӗ, ҫулӗ унта ҫывӑхах мар, виҫӗ ҫухрӑм ытла.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Михаил Яковлевич ӗмӗр тӑршшӗпех платникре ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ канура та алӑ усса ларман, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Чӑннипе вӗт-ха, ӗнер кӑна хамӑр тӑванпа ҫӗмӗрт халь те ҫеҫкене ларман, чечек ҫурман тесе тавлашаттӑм…

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Мӗнле йывӑр пулсан та, алла усса ларман салтак арӑмӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Манӑн туйӑмсем ҫине, вӗсем ҫамрӑк пулнӑ пирки, пӗр тусан пӗрчи те ларман.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗнче пысӑк вӑй хунӑ, алӑ усса ларман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тӗттӗм ҫырмара ларман, тухса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Вӑхӑчӗ ун чух йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, ҫапах та Кузьма Петрович ал усса ларман: колхоз валли районта никамран малтан грузовик туянма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пӗлессӳ килет пулсан вӑрланӑшӑн ларман эпӗ!..

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫапах та чӑвашсем пуҫ усман, чӗркуҫленсе ларман.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ салтаксем эпир инвалид тесе ӗҫлемесӗр ларман паллах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ыран Евгений Петровичран маларах ҫитетӗп те сӗтел ҫине кӑшӑрт ҫеҫ кӑларса хуратӑп: ахаль ларман пек курӑнать вара.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Паллах, яланах «манах кельин сулхӑн, тунсӑхлӑ шӑплӑхӗнче Турӑ кӗнеки вуласа ларман» ӗнтӗ вӑл: ял ҫине те тухкаланӑ, тӗрлӗ уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре (хӑнасене вӑл яланах килте хӑй ӑсланӑ «цехра» юхтарнӑ хавшак сӑмакун-аншарлипе, услам укҫипе лавккара туяннӑ пӗремӗкпе хӑналатчӗ) ташлама-юрлама та, шӳтлеме-кулма та, мерекке упӑтене ҫаврӑнма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Малалла та гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарасси районта чарӑнса ларман.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ыттисем пек сӗтел хушшине ларман вӑл, ҫыр хӗрринчен урине уснӑ та чӗркуҫҫи ҫине лартнӑ чашӑкран васкамасӑр апат ӑсса сыпать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Лесник патне хӑна килнӗ-мӗн те, иккӗшӗ ӗҫнӗ, анчах эрехӗ сахалтарах пулнӑ, «картне ларман».

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шанман вӑл, тӑкӑнман, ларман сӗтел ҫинче!

Куҫарса пулӑш

Кӗрен чечек ҫыххи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 59 с.

Микулана ятарласах пуян усламҫӑ туса хуни, автор шухӑшӗпе, сюжет аталанӑвӗшӗн, тен, юрӑхлӑ пулнӑ пулӗ те, пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе пӗр ларман япала-ҫке-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех