Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗм (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Магнитогорскри профтехучилищине вӗренме кӗтӗм те, виҫҫӗмӗш разрядри столяр-платник дипломне илсе, питӗ лайӑх вӗренсе тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Часах авалхи вӑрмана пырса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Эпӗ кил картине кӗтӗм те анкарти алӑкне уҫса мулкача хирелле кӑларса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.

Мӗн тӑвасси пур, тытса каллех пӳрте илсе кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Курака эпӗ пӳрте илсе кӗтӗм, ҫӑкӑр тӗпретсе патӑм.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Лупас айне кӗтӗм кӑна, сурӑхсем хирӗҫ тӗпӗртетсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

— Анне мана купӑста хушшинче тупса кӗтӗм тет…

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Турра шӗкӗр, эпӗ вӑхӑтра тӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Анчах та ял хуҫалӑх институтне стипенди лайӑхрах тӳленӗрен вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Заводри медпункта кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ, вунсаккӑрта тесе суйса, сестрасен курсне вӗренме кӗтӗм, тепӗр виҫӗ уйӑхран фронта тухса кайрӑм, тата виҫӗ ҫултан, — ҫирӗммӗш ҫулне ӗнтӗ, Петрограда таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Зина сивӗ шыв ӗҫтернипе тӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ чечек ҫыххи татса кӗтӗм — вӑл вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Киле пырса кӗтӗм — унта анне макӑрать…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Пӳлӗме кӗтӗм те эсир тӗлӗкре калаҫнине, йывӑррӑн сывланине илтрӗм, вара сирӗн ҫамкӑра тытса пӑхрӑм, — пӗҫерет, тарланӑ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Концерт пуҫлансан тин вара кӗтӗм те — билет ҫинче кӑтартнӑ вырӑнсем патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗрӗх саккӑрмӗшӗнче Мускаври инженерсен институтне вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шкултан вӗренсе тухсан Тольяттинчи 36-мӗш техника училищине фрезеровщике вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Пӳрте кӗтӗм, тайӑлтӑм, Пӳрнӗ курка эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эпӗ тӳрех Укҫине инкесем патне кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех