Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӑм (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара кӗрсе арӑма каласа кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков юлташ пичет хурса панӑ документсене те кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хусанта тӗл пулсанах каласа кӑтартрӑм — ӗненмерӗ пек туйӑнать, — ассӑн сывларӗ кинӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре вӑрманта хӑвӑн кӗлмӗҫ ҫыннусемпе намӑс кӑтартрӑм та, халь Тукай мӑрса манран хӑракан пулчӗ тетне?

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак ӗне патне кайса кунталла хӑваласа килсех кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Курассу килет пулсан — акӑ, — кӑтартрӑм эпӗ Гешӑна, — анчах ас ту, йӑвине те, чӗпписене те аллупа ан тӗртӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Эпӗ, калама ҫук хӗпӗртесе, Катьӑна пилӗк пӳрне тармакласа кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ лаҫҫа анне патне сиккелесе кӗтӗм, кучченеҫе кӑтартрӑм, ҫур сушка хуҫса аннене патӑм.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӗншӗн кӑтартрӑм эпӗ ӑна Мишӑн ҫырӑвне?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ туххӑмра указкӑна сӗтел ҫине хутӑм та алӑ тупанӗ ҫумне пралукпа ҫыхса хунӑ пӗчӗкҫеҫ шӑмма пӳрнепе тӗртсе кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах калаҫу «Хумсем ҫинче чупакан» ҫине куҫсан вӑрманти кӳлмекре курнине каласа кӑтартрӑм.

Но, так как разговор коснулся истории корабля «Бегущая по волнам», я счел нужным рассказать, что видел в лесном заливе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ сире пӗлнине хуравларӑм та сирӗн пирки чылай каласа кӑтартрӑм.

Я ответил утвердительно и много рассказал о вас.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вырнаҫса ларсан эпӗ вӗлерӳҫӗпе пӗрле кӗнине каласа кӑтартрӑм, анчах Биче пирки пӗр сӑмах та шарламарӑм.

Усевшись, я рассказал ей, как я и убийца вошли вместе, но ничего не упомянул о Биче.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах эпӗ комиссар шанманлӑхне урӑх енне пӑрса яма тӗллев лартрӑм, ҫапла вара хампа тем те пӗр пулса иртни ҫинчен — Гез тинӗсре манпа мӗн хӑтланни пирки — нимӗн пытармасӑр каласа кӑтартрӑм.

Но я надеялся обратить подозрение комиссара в новую сторону, по кругу пережитого мною приключения, и рассказал откровенно, как поступил со мной Гез в море.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тарӑхнипе ытлашширех персе ятӑм ахӑр, кирлӗ мар персе янӑшӑн мана каҫарма ыйтатӑн; алӑка тӗллесе кӑтартрӑм та хам тӳрех кунтан кайрӑм, мӗншӗн тесен ҫапларах шухӑшларӑм: енчен те мана шӑнкӑравлатӑн тӑк — пӗлех эппин: эпӗ алӑк умӗнче йытӑ пек вӗлтӗртеттерсе тӑмастӑп, хамӑн ӗҫӗмсемпе ҫӳретӗп.

В сердцах я наговорила лишнее и прошу меня извинить, если не так сказала, только показала на дверь, а сама скорее ушла, потому что, думаю, если ты меня позвонишь, так знай же, что я не вертелась у двери, как собака, а была по своим делам.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кунта эпӗ икӗ ҫыру хайларӑм: пӗри — Биче Сениэль патне; ӑна Гез Гель-Гьюрине пӗлтертӗм, адресне кӑтартрӑм; тепри — Проктора, ӑна манӑн япаласене ятарлӑ ҫынран парса яма ыйтрӑм.

Здесь я написал две записки: одну — Биче Сениэль, уведомляя ее, что Гез находится в Гель-Гью, с указанием адреса; вторую — Проктору с просьбой вручить мои вещи посыльному.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Паллах, эпӗ сире тӗшшине ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, — тӑсрӗ малалла калаҫташӑм, — тӳрӗ йӗр ҫеҫ чӗрсе хутӑм, ҫак легенда аталанӑвне, ун пирки туллинрех эсир пирӗн архивра пӗлеетӗр.

— Конечно, я рассказал вам самую суть, — продолжал мой собеседник, — и только провел прямую линию, а обстоятельства и подробности этой легенды вы найдете в нашем архиве.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав хушӑрах вӑл ман пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах эпӗ ытлашши персе янӑ кашни сӑмахпах ҫак сорт ҫыннисем хӑйсен тӗллевӗшӗн усӑ курассине тӗшмӗртетӗп; ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, сӑмах май тенӗн — ӗшенни пирки ӳпкелешрӗм.

Вместе с тем завел он разговор обо мне, но я, сообразив, что люди этого сорта каждое излишне сказанное слово обращают для своих целей, ограничился внешним положением дела, пожаловавшись, для разнообразия, на переутомление.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ӑна кунта пур ҫӗрте те илем туйӑмӗ пурришӗн кӑтартрӑм сире.

Я ее показал затем, что здесь во всем самый тонкий вкус.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн служащин ӗҫлӗ сасси мана ҫапларах евитлерӗ: эпӗ асӑннӑ дама хӑна ҫуртӗнче ҫук; эпӗ вара, ҫак хурава илтессе пӗлнӗскер, арпашӑва пӗтерес йӳтӗмпе паллӑ мар хӗрӗн тумне тата мӗн пур сӑн-сӑпатне сӑнласа кӑтартрӑм.

После незначительного молчания деловой голос служащего объявил мне, что в гостинице нет упомянутой дамы, и я, зная, что получу такой ответ, помог недоразумению точным описанием костюма и всей наружности неизвестной девушки.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех